Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чирленӗ ачасене шкула тата садике яма хушмасть Роспотребнадзор

Январӗн пӗрремӗш эрнинче Тутарстанра вируслă инфекцисемпе чирлекенсен шучӗ 37 процент таран чакнă, Хусанта — 25 процент. Çакăн пирки Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçи Марина Патяшина ашшӗ-амăшӗсен ӗнер иртнӗ онлайн-пухăвӗнче пӗлтернӗ.

«Ку тапхăрта çынсем килте пулнă, сипленнӗ, тухтăрсенчен сахалрах пулăшу ыйтнă. Пӗрремӗш эрнере 17,5 пин çын чирленине шута илнӗ. Гриппа чирлекенсем ытларах. Уйрăмах А грипп палăрать», — тенӗ Марина Патяшина. 


Вăл каланă тăрăх, республикăра эпидеми лару-тăрăвӗ тапхăра кура стабильлӗ. Çапах та чи хӗрӳ тапхăра çитмен-ха чирлесси. Сывлăш çулӗсен, ӳпке чирӗсемпе чирлекенсен йышӗ ӳсесси паллă, мӗншӗн тесен праçниксем хыççăн халӗ пурте ӗçе, шкула тата ытти обществăлла вырăна çӳреççӗ, пӗр-пӗринпе хутшăнаççӗ. Вируссем вара «çывăрмаççӗ». М. Патяшина сăмахӗсемпе, чирлекенсен шучӗ январь вӗçӗнче — февраль пуçламăшӗнче уйрăмах пысăк пулмалла. 


Роспотребнадзорăн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçи ашшӗ-амăшне питӗ тимлӗ пулма сӗнет, чирленӗ ачисене шкула тата ача садне ямалла маррине аса илтерет. 


Ачасем ОРВИпе тата гриппа чирленӗрен пӗлтӗрхи сентябрьтен пуçласа халиччен республикăри 32 шкулти 163 класра вӗренӳ процесне чарма, икӗ шкула вăхăтлăха хупмах тивнӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев