Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чистай епархийӗнче нумай функциллӗ кăмакасем тăваççӗ

Чистопольские Выселки ялӗнче ятарлă çар операцине яма буржуйкăсем туса хатӗрлеççӗ. Çак тимӗр кăмакасем пирӗн салтаксем пурăнакан çӗрпӳртсемпе палаткăсене ăшăтаççӗ кăна мар, вӗсем çинче апат та хатӗрлеме пулать.

Чиркӳ приходӗнче туса кăларнă кăмакасен пӗрремӗш партине ӗнтӗ ятарлă операци пынă вырăна илсе çитернӗ ӗнтӗ. 
Çавăн пекех чиркӳсенче фронта валли бензин генераторӗсем, ăшă япаласем, медикаменстсем пуçтараççӗ.  
«Пирӗн буржуйкăсем нумай функциллӗ пулса тухрӗç. Салтаксем вӗсем çинче апат ăшăтнисӗр пуçне, атă-пушмакӗсемпе тумтирӗсене типӗтме пултараççӗ. Кашни кăмака çумне ятарлă урасем хурса яратпăр тата тутăхман тимӗртен тунă тӗтӗм тухакан пăрăхсем», – тесе пӗлтернӗ журналистсене Александр Морозов сварщик. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев