Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇИТӖНӲ ХЫÇÇĂН ÇИТӖНӲ

Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче вӗренекенсем спортпа питӗ туслă. Нумай пулмасть кунта спортăн çуллахи тӗсӗсемпе ăмăртусен сезонӗ уçăлчӗ

Май уйăхӗн пуçламăшӗнче вӗренекенсем районти бадминтонла вылякансен турнирне хастар хутшăнчӗç. Ксения Карсакова, Игорь Карсаков тата Диана Амосова хăйсен ӳсӗм категорийӗ­сенче çӗнтерӳçӗ пул­са тăчӗç.
Аслă Çӗнтерӗве 76 çул çитнине халалланă çăмăл атлетика енӗпе эстафетăран та Илья Карсаков ертсе пыракан команда çӗнтерӳпе таврăнчӗ. 10-мӗш класра вӗренекен Александр Ефимов ертсе пыракан тепӗр ушкăн район­ти вăтам шкулсен хушшинче ирттернӗ чупу ăмăртăвӗнче 2-мӗш вырăн йышăнчӗ. Вера Ларионова, Артем Макаров, Ксения Кашкарова, Денис Николаев, Диана Амосова, Настя Макарова, Денис Патрин лайăх результатсем кăтартнă. Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене пурне те Диплом тата асăнмалăх парне парса чысланă.
Çак кунсенче ГТО нормисене тултарнă 11-14 çулти 14 вӗренекене шкул директорӗ тата ачасен тренерӗ Владимир Мис­кин ГТО значокӗсемпе удостоверенийӗсене пачӗ.

 

Геннадий КАРСАКОВ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

ГТО значокӗсемпе удостоверенийӗсене илнӗ самант.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев