Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çитӗнӳсем пур, малашне те пулӗç

Тунтикун «Тутарстан — çитӗнӳсен республики» автобус марафонӗ пуçланчӗ

Тунтикун «Тутарстан — çитӗнӳсен республики» автобус марафонӗ пуçланчӗ

Вăл Лайăш муниципаллă район центрӗнчен старта тухрӗ. Мартăн 1-мӗшӗнче Агрыз муниципаллă район центрӗнче пулать маршрутăн финишӗ. Пӗтӗмпе республикăри 29 района çитет вăл. Çӳреме меллӗрех пултăр тесе маршрута зонăсем çине уйăрнă — Хусан, Кама леш енчи, Атăл леш енчи, Кăнтăр-Тухăçри, Анат Кама тата Çырчалли зонисем. 

Республикăн, районăн çитӗнӗвӗсем çинчен политиксем, власть органӗнче ӗçлекенсем тата, паллах, муниципаллă йӗркеленӳ пуçлăхӗсем каласа параççӗ. Ку йӗрке маршрутăн кашни чарăнăвӗнче çапла пулӗ. Мероприятие депутатсем, министрсем хутшăнӗç. Вӗсемпе районти хастарсем, предприятисемпе организацисен ертӳçисем, вырăнти хăйтытăмлăх управленийӗн депутачӗсем тӗл пулӗç. 

Тутарстанра паян 100 ытла проект пурнăçа кӗртеççӗ. Вӗсен хушшинче Федераци шайӗнчисем те, республика укçи-тенкипе пурнăçлакан программăсем те пур. Наци проекчӗсем вара çак шутра чи пӗлтерӗшлисем пулса тăраççӗ. 

Лайăшра иртнӗ панельлӗ дискуссире РФ Патшалăх Думин депутачӗ А. З. Фаррахов, ТР Раисӗ çумӗнчи предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнăйӗ Ф. С. Абдулганиев, Раççей Геройӗ Р. Р. Баксиков тата Лайăш муниципаллă районӗн пуçлăхӗ И. Ф. Зарипов пулчӗç. Культура керменӗнче фойере йӗркеленӗ сăнӳкерчӗксен куравӗнче район çитӗнӗвӗсене курса хаклама пулать.


Айрат Закиевич хăй сăмахӗнче экономикăна малашне те аталантармалли çине пусăм турӗ. Мӗншӗн тесен экономика çитӗнӗвӗсем социаллă ыйтусене татса пама пулăшаççӗ. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси те тăнăç экономикăпа çыхăнни вăрттăнлăх мар. 

Фарид Султанович наци проекчӗсем пӗчӗк бизнеса аталантарма паракан механизм пулса тăни çинчен каласа пачӗ. Паян Тутарстанра 300 пин çын харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерет, процент çине куçарсан ку Тутарстанра ӗçлекенсен 55 проценчӗпе танлашать. 

РФ Президенчӗ Владимир Путин пуçарнă нацпроектсем 2024 çулта вӗçленеççӗ. 2019 çултанпа Раççей гражданӗсене хумхантаракан ыйтусемпе çыхăннă нацпроектсене пурнăçланă: çулсем, пурăнмалли çуртсем, сывлăх сыхлав тата ытти сфера. Лайăш районӗнче кăçал 3500 ача шăнăçмалăх виçӗ шкул тăваççӗ, пурăнмалли çуртсем хута яраççӗ, çулсем юсаççӗ-хываççӗ. Районти тӗп больницăна тӗпрен юсаса çӗнӗ оборудованипе тивӗçтернӗ. 


Çамрăксен политикипе пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна тӗрев парасси çинчен те хӗрӳ калаçрӗç. Фарид Абдулганиев 2023 çулта республикăн тӗрлӗ районӗсенчи бизнесменсен хушшинче вырăнти условисене, хутшăнусене ӳпкелесе çыракансем чакнине палăртрӗ. Кăна чиновник бизнесменсене ӗçлеме условисем лайăхланнипе çыхăнтарать. «Предпринимательсен пуçарăвӗ ӳсет. Эпӗ Раис пулăшаканӗ çеç мар, эпӗ бизнеса пулăшакан», — тет Фарид Султанович.


Ильдус Зарипов район социаллă экономика аталанăвӗпе республикăра пӗрремӗш вырăн йышăннине каласан залра ларакан лайăшсем шăпăр-шăпăр алă çупса муниципаллă район пуçлăхӗн сăмахӗсене çирӗплетрӗç. Çулсерен районта халăх йышӗ 10 пин çынна ӳсет, кашни çул шкулсене пин ача хушăнать. Çакна пула çӗнӗ шкулсем, садиксем уçмалла. Кăçал 3 шкул, 2 ача садикӗ, 2 спорт объекчӗ тата Габишевăра Культура çурчӗ туса лартма планланă. Пӗтӗмӗшле шутласан 5-6 миллиард тенке ларӗ çакă. Раççейре туризмпа çыхăннă тăватă пысăк проект тума палăртнă — Сахалинта, Алтайра, Байкал кӳлли хӗрринче тата Лайăшра. Ăнлантăр ӗнтӗ, сăмах «Казань марина» яхта центрӗ пирки пырать. Çавăн пекех район территорийӗнче çӗнӗ завод тума пуçланă. Унта компьютер валли микрочипсем кăларӗç. 

Легендарлă танкист, Раççей Геройӗ Расим Баксиков ачасене, çамрăксене патриотизм воспитанине памалли çинчен каларӗ. Юлашки икӗ çул çӗршывра ку ыйтăва нумай тимлӗх уйăраççӗ, анчах Расим Рашидович çакна çителӗксӗр тесе шутлать. Çӗршыв хӳтӗлевçисене ачаран вӗрентмелле, воспитани памалла. НВП (пуçламăш çар хатӗрленӗвӗ) предметне шкул программине тавăрмаллах тесе шутлать вăл тата юнармеецсен юхăмне ытларах тимлесси çинче те чарăнса тăчӗ. Расим Рашидович хăй те юнармеец пулнă. 2002-2003 çулсенче Андрей Анатольевич Чугуров уçнă клубра пиçӗхсе ӳснӗ. 
Юнармеецсен клубӗсене преподаватель-энтузиастсем пуçарнă. Çавăн пек клуб пулсан вӗсене тӗрев памалла — укçа-тенкӗпе те, ытти енчен те. Çемьерех, пӗчӗкрен тӗрӗс воспитани памалла ачана тесе шутлать Раççей Геройӗ: «Чăннине каласа ӳстермелле — мӗнле пурăнатпăр эпир, пирӗн тăшмансем питӗ нумай, юлташсем çук пачах. Пирӗн партнерсем çеç». 

Панельлӗ дискусси вӗçленсен концерт пулчӗ, Хусан камерлă хорӗ, А. Шарипжанова хутшăнчӗç унта.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: марафон