Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çитрӗ çӗнӗ вӗренӳ çулӗ

Кайпăç районӗнчи Кӳлпуçӗнчи шкулта та 2023-2024 çулсенчи вӗренӳ тапхăрӗн пуçамăшне чыслăн кӗтсе илчӗç.

Иртнӗ эрнекун Пӗлӳ кунне пӗтӗм Раççей паллă турӗ. Хӳхӗм тумланнă вӗренекененсен аллинчи чечек çыххисем, пӗрремӗш класа каякансене ашшӗ-амăшӗ, çывăх тăванӗсем ăсатма пыни... Çакăн пек картинăна кашни шкулта курма пулчӗ сентябрӗн 1-мӗшӗнче.

Кайпăç районӗнчи Кӳлпуçӗнчи шкулта та 2023-2024 çулсенчи вӗренӳ тапхăрӗн пуçамăшне чыслăн кӗтсе илчӗç. Шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсене саламлама хăнасем ятарласа килнӗ: Кайпăç муниципаллă район пуçлăхӗ Альберт Ильгизарович Рахматуллин, ТР Çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗ Фаниль Анварович Аглиуллин, Кайпăç районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Ильмас Ильдарович Хамидуллин, ТР ЧНКА председателӗн çумӗ К.А.Малышев, Апас тата Кайпăç районӗсен çар комиссарӗ Наиль Зантимеров пулчӗç.

Ятарлă çар операцийӗнче 2022 çулхи ноябрӗн 22-мӗшӗнче пуç хунă чăваш каччине Николай Иванович Козина асăнса пуç тайрӗç. Н.И.Козина çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн «Хастарлăхшăн» орденпа наградăланă (вилнӗ хыççăн). Çар комиссарӗ наградăна Николай Козинăн ашшӗпе амăшне –Иван Николаевичпа Людмила Владимировнăна пачӗ.

Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн сентябрӗн 8-мӗшӗнче тухакан номерӗнче вуласа пӗлме пулать.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество