Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗçлӗ хутшăнусен ӳсӗмӗшӗн

Сентябрӗн 7-8-мӗшсенче «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ» бизнес-форум Хусанта пӗрремӗш хут иртет.

Сентябрӗн 7-8-мӗшсенче «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче «РОСТКИ» бизнес-форум Хусанта пӗрремӗш хут иртет.

Тутарстанпа Китай суту-илӳпе экономика енчен шанчăклă партнерсем пулнине 2022 çулти çитӗнӳсем кăтартаççӗ – суту-илӳ çаврăнăшӗ 1,6 миллиард долларпа (АПШ) танлашать. Паллах, çак цифра малашне тата хăюллăрах плансем тума ирӗк парать. Эпир нумай пулмасть çырнă «РОСТКИ» форум та çакăн çинченех калать. Ку эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче пулас форума йӗркелекенсем, унта хутшăнакансем журналистсемпе тӗл пулчӗç.

Хусанта 2015 çулта Китай Халăх Республикин консульстви уçăлнă. Çӗршывăн генеральнăй консулӗ Сян Бо тӗлпулура пулчӗ. Тутарстан енчен ТР инвестици аталанăвӗн агентствин пуçлăхӗ Талия Минулина, ТР суту-илӳпе промышленность министрӗн çумӗ Герман Лернер, ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова, Хусан муниципаллă йӗркеленӳ пуçлăхӗн çумӗ Евгения Лодвигова хутшăнчӗç.

Тутарстанпа Китая пӗрлештерекен интерессем нумай – ял хуçалăхӗ, логистика, энергетика, суту-илӳ...  Хусанпа килӗштерсе ӗçлекен Шаньдун, Хунань, Сычуань, Аньхой, Хэйлунцзян, Чжэцзян, Чунцин провицисенчен форума хутшăнакансем йышлă. Раççей регионӗсенчен те «РОСТКИне» хутшăнма регистраци иртнисем нумай – 1,5 пине çитнӗ. Марокко, Камерун, ЮАР, Турци çӗршывӗсенчен килес текенсем те пур. Çакна Талия Минулина Китайпа тӳррӗн ӗçлессипе ирттернӗ ятарлă  мероприятисем ку таранччен пулманнипе ăнлантарать, чылай форумра Китайпа Раççей хутшăнăвӗсене, экономикăри çыхăнăвӗсене аталантарассипе ӗçленӗ, килӗшӳсем тунă, анчах çав тӗлпулусен тӗп теми урăх пулнă.

  Форумăн хăйӗн сайчӗ пур. Унта кӗрсе интереслентерекен ыйтусем çине хуравсем тупма пулать.

«РОСТКИ» культура программине те тăрăшсах хатӗрленӗ. Хусанта 2000 Китай студенчӗ вӗренет, мероприятие вӗсене те явăçтараççӗ. Чай церемонийӗ, ӳнерçӗсен ӗçӗсен куравӗ тата ытти мероприятисем. Бизнес-форум кăна мар, тӗрлӗ енлӗ пӗр-пӗринпе лайăхрах паллашм май паракан мероприяти пулӗ «РОСТКИ»

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА. Авторӗ В.Васильев.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: бизнес-форум