Ӗçлекеннисен пенсине ӳстереççӗ тет
Те савăнмалла ӗнтӗ, те ларса йӗмелле çак пуссемшӗн? Мӗн вăл паянхи куншăн 279 тенкӗ? Нимӗн те. Пенси ӳстеретпӗр тесе ахальтен сывлăша чӗтретни кăна.
Августăн 1-мӗшӗнчен ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗ ӳснине пӗлтерет РФ Пенси фончӗн пресс-служби. РФ Правительстви çумӗнчи Финанс университечӗн проректорӗ Александр Сафонов ăнлантарнă тăрăх, ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗ страховани пенсийӗ çинчен законпа килӗшӳллӗн улшăнать. Ӗçлекен пенсионерăн ӗç укçинчен те страховани взносне тытса юлаççӗ-çке. Çавăнпа вӗсен пенсийӗ тăтăш ӳсес енне улшăнса тăмалла. Çулталăкне патшалăх пулăшăвӗ виçӗ пенси балӗнчен ытла ӳсмелле мар. Пӗлтӗр çав балл 87,24 тенкӗпе, кăçал 93 тенкӗпе танлашнă. Çапла вара пенси çумне чи пысăк хушăм пӗлтӗр 261,72 тенкӗпе, 2020 çулта 279 тенкӗпе танлашнă.
2019 çулта Раççейре 14 миллион ӗçлекен пенсионер пулнă. 2016 çултанпа вӗсен пенсийӗ ӗçрен тухнă хыççăн индексациленнӗ. Тӳлевсен корректировкине çийӗнчех тăваççӗ.
Те савăнмалла ӗнтӗ, те ларса йӗмелле çак пуссемшӗн? Мӗн вăл паянхи куншăн 279 тенкӗ? Нимӗн те. Пенси ӳстеретпӗр тесе ахальтен сывлăша чӗтретни кăна.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
27 января 2021 - 13:07Чӗмпӗр чӑвашӗсен ҫӗнӗ сайт уҫӑлнӑ Ульяновск облаҫӗнчи чӑвашсен хыпарӗсене ҫавӑнтан пӗлсе тӑма май пулать100
-
27 января 2021 - 12:48Вакцинаци иртме чӗннисем пурте килмеҫҫӗ Паянхи куна Тутарстанра "Спутник-V" вакцинӑпа 12 134 ҫынна прививка тунӑ. Иккӗмӗш дозӑна 2016 ҫын тутарнӑ ӗнтӗ.1700
-
27 января 2021 - 10:52Ҫӗнӗ медцентрта оборудовани те ҫӗнӗ Медучреждени талӑкӗпех Хусанти Вахитовски, Приволжски, Советски районӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ2200
-
26 января 2021 - 19:43Тонировкӑна ытлашши тӗттӗм тунӑшӑн 300 водителе явап тыттарнӑ ГИБДД сотрудникӗ нарушение асӑрханӑ хыҫҫӑн водителе тонировкӑна нормӑна кӗртмелли ҫинчен асӑрхаттарать9400
-
18 ноября 2020 - 12:44Ҫул-йӗр ҫинчен
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
22 января 2021 - 20:35Эс пурри пирӗншӗн чăн телейÇӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан тăванăмăр Зинаида Дмитриевна ВАНЮШКИНА январӗн 19-мӗшӗнче 80 çул тултарчӗ8100
-
22 января 2021 - 20:25Сирӗн пурнăç – пирӗншӗн ыр тӗслӗхСывлăхăр юман пек çирӗп, утас çулăр вăрăм пултăр, чӗрӗрсем çурхи кун пек юрлаччăр, куçăрсем телейлӗ çиçчӗр8200
-
22 января 2021 - 20:19Эпир сире изумруд туйпа ăшшăн саламлатпăр!Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне9000
-
20 декабря 2020 - 16:38«Сувар пики -2021» конкурс Видеоконкурса 2021 ҫулта Тутарстанра Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ127700
-
24 января 2021 - 11:37Вăрçăран таврăнсан Иван Яковлев уçнă чăваш шкулӗнче вӗренсе учитель профессине илнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах ăна 1941 çулхи июлӗн 6-мӗшӗнче çара илнӗ. Кадрта шутланнă артиллериста тӳрех чи хӗрӳ çӗре – оруди командирӗ туса Çурçӗр-Анăç фронтне ăсатаççӗ. Нева çинчи Дубровкăра «пӗчӗк лапамри», Ладога кӳлли çывăхӗнчи çапăçусене хутшăннă. Кайран «Пурнăç çулӗпе» каçса Волхов фрончӗпе пӗрлешнӗ те Мга хули патӗнчи çапăçусенче пулнă. Çавăн чухне И.И.Афанасьев лейтенант аманнă, тăшман пульли сулахай кăкăр витӗр тухса йывăр суранлатнă.Тухтăрсемпе медсестрасем тăрăшни харама кайман – чăваш каччи каллех строя юрăхлă пулать. Вăл каллех хăй полкне лекет, халӗ ӗнтӗ ăна танксене пӗтерекен 45-мм пушкăсен батарея командирӗ пулма уйăраççӗ. Ленинграда хӳтӗлес, Прибалтика çӗршывӗсене ирӗке кăларас çӗре хутшăннă. Паттăрлăхшăн Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ, «Хастарлăхшăн», «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» тата ытти медаль илме тивӗçнӗ.20002
-
24 января 2021 - 11:06Раççее хирӗççисем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн-ши? Е мӗнпе вӗçленнӗ çӗршыври митингсем? Ӗнер Раççейӗн пысăк хулисенче митингсем иртрӗç. Федераллă влаçа хирӗççисенчен ытларахăшӗ пурнăç курман, психика енчен çирӗпленсе çитмен çамрăксем. Вӗсен хушшинче пенсирисем те пăт-пат пур. Паллă ӗнтӗ, вӗсем хăйсен хӗсӗк пурнăçӗпе кăмăлсăр. Анчах хӗтӗртекенсем вӗсене ырă пурнăç туса парас çук.Çил ăçтан вӗрни паллă ӗнтӗ. Раççее хирӗç çӗршывсем пирӗн патра иккӗмӗш Украина тăвасшăн ахăр. Кунта акă мӗн чи хăрушши: çак ӗçе пирӗн ачасене явăçтарни. Хӗтӗртекенсем хăйсем хăрушсăр çӗрте лараççӗ, пирӗн ачасем вара çак йӗркесӗрлӗхре аманма е пурнăçне çухатма та пултараççӗ. Мӗнле калас, çӗршыв тăшманӗсемшӗн пиçсе çитмен çамрăксем тӗллеве çитермелли инструмент кăна.19900
-
25 января 2021 - 18:49Хусанти сывлӑш температури 1985 ҫулхи рекордпа танлашнӑ Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑри сывлӑш температури тунтикун -3 градусран пуҫласа +3 градуса ҫити пулнӑ14700
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика