Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗленсем вăраннă

Çӗлен сăхнă тӗслӗхсем кăçал çук-ха, çанталăк сивӗ тăнипе те çынсем вăрмана питех çӳременнипе е çӗленсем пит активлах пулманнипе çыхăннă ку. Апла-и, капла-и вăрманта ура айне пăхса утма манмалла мар. 

Тутарстан территорийӗнче тăватă тӗрлӗ çӗлен пурăнать. Вӗсем: шурăмпуçлă çӗлен, пăхăр çӗлен тата ахаль хура çӗленпе хирти хура çӗлен. Вӗсем юр кайнă кайманах, урăхла каласан сывлăш температури вăтамран +5 градуса çитсен, вăранаççӗ. Çавăнпа хальхи вăхăтра вăрмансенче çӗленсем пӗр вырăна купаланнине те асăрхама пулать. Кӗç-вӗç çӗлен туйӗ пуçланассипе çыхăннă ку, тесе пӗлтернӗ Атăлпа Кама заповедникӗн директорӗ Алексей Павлов май уйăхӗн 6-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире. 

Шел те, наркăмăшлă хура çӗленсем республикăн кашни кӗтесӗнчех пур. ТР Сывлăх сыхлав министерствин токсикологӗ Алия Набиуллина пӗлтернӗ тăрăх, 2021 çулта Хусанта кăна 20 ытла çынна çӗлен сăхнă, шăпах çакăн чухлӗ çын 7-мӗш больницăна пулăшу ыйтса килнӗ те. Вӗсенчен 12-шне хура çӗлен сăхни палăрнă. Телее, вилекенсем çук.  Çӗлен сăхнă вырăна жгут хунипе йывăр аптранисем те сывалса тухнă. Сăмах май, çӗлен сăхсан жгут хума юрамасть, мӗншӗн тесен юн тымарӗ сиенленет, кун пеккисене операци тума тивет. 

Çӗлен сăхнă тӗслӗхсем кăçал çук-ха, çанталăк сивӗ тăнипе те çынсем вăрмана питех çӳременнипе е çӗленсем пит активлах пулманнипе çыхăннă ку. Апла-и, капла-и вăрманта ура айне пăхса утма манмалла мар. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье