Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӳллӗ технологисем сывлăх хуралӗнче

2019 çултанпа Тутарстанра мобильлӗ поликлиникăсем ӗçлеме пуçланин тӗллевӗ – инçетри ялсене, районăн тӗп больницинчен аякра лараканнисене медицина пулăшăвне парасси.

Ăçта, мӗнле сферăсенче ашкăнаççӗ коррупционерсем? Социологсем ирттернӗ ыйтăмран социаллă услугăсемпе çыхăннисенче ытларах тӗл пулаççӗ. Тата тӗрӗсрех каласан — медицинăна тӗслӗхе илсе кăтартнă хуравсем нумай пулни куçкӗрет.
Иртнӗ эрнере «Татар-информ» информаци агентствинче йӗркеленӗ пресс-конференцие ТР медицина сферин тӗрлӗ енӗпе ӗçлекенсем килнине ăнланмалла.
ТР Раисӗ çумӗнчи Коррупцие хирӗç политика управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Рустам Гаязов сăмахне республикăра тухтăрсем, медсестрасем çитменнинчен пуçларӗ. Кун çинчен эпир халиччен те илтнӗ ӗнтӗ, хамăр поликлиника-больницăсенче те çакăн пек картина пулнине пӗлетпӗр. Коррупципе мӗнле çыхăннă вăл?
Студентсем ку е вăл медицина организаципе ӗçлеме шантарса тӗллевлӗ контракт тăваççӗ. Çапла майпа бюджетлă вырăна (уншăн тӳлекен пур) çăмăллăнах вӗренме кӗреççӗ, анчах диплом илсен, мӗн сăлтавпа-тăр, шантарнă çӗре ӗçлеме таврăнмаççӗ. Паллах, вӗсен вӗренӗве тăкакланă укçана тавăрса пама тивет, штраф та тӳлеççӗ. Çакăнпа хутшăнусем вӗçленеççӗ. Р.Гаязов шухăшӗпе тӗллевлӗ контрактпа вӗреннӗ специалиста ӗçлеттермеллех, укçа тавăрса парассине пăрахăçламалла.
Ун шухăшне ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин та ырларӗ, хăйӗнчен тата акă мӗн хушса хучӗ: контракта татакансем — хăйсен сăмахӗсене тытайман çынсем. Вӗсем çинчен ӗç паракансем пӗлсе тăрӗç (уйрăмах патшалăх сывлăх сыхлав учрежденийӗсенче), ун пек çынна Тутарстанра ӗçе илес темӗç.
2019 — 2023 çулсенче медицина вӗрентӳ заведенийӗсенчен тӗллевлӗ контрактпа вӗренсе тухакансенчен 579 çамрăк специалистран вырăнта 154 ӗçлет, 262 студент аспирантурăна юлнă, 13 çын декретра, 150 çамрăк «çухалнине» пӗлтерчӗ Рустам Камилович. Вăл медицина учрежденийӗсенче кадрсем çитменни паянхи кун отрасльте коррупци аталанма май паракан фактор пулса тăни çинчен каларӗ.
«ТР Обязательнăй медицина страхованийӗн территори фончӗ» (ТФОМС) патшалăх учрежденийӗн директор çумӗ Марина Мухаметзянова та хутшăнчӗ пресс-конференцие. Медицина услугисене иртме чылайăшне «Госуслуги» платформăран çырăнма май пурри коррупцишӗн чăрмав пулса тăни çинчен каларӗ. Уйрăмах пациентсене суя больничнăйсем çырса парассинчен сыхлать çӗнӗ технологисемпе усă курса йӗркеленӗ тытăм.
 Çавăн пекех ОМС витӗмӗпе иртекен диспансеризаци пирки те çакнах каламалла. Енчен те халиччен поликлиникăсенче пациентсене тӗрӗслев иртмесӗрех «диспансеризаци тухрӗ» тесе çырнă-тăк, халь çапла тума май çук. Мӗншӗн тесен диспансеризаци пӗтӗмлетӗвне пациентăн «Госуслугинчи» харкам кабинетне яма тивет. Марина Владимировна тапхăр-тапхăр поликлиникăсенче медицина страхованийӗн укçипе тӗллевлӗн усă курнине тӗрӗслени çинчен те каласа пачӗ.
2019 çултанпа Тутарстанра мобильлӗ поликлиникăсем ӗçлеме пуçланин тӗллевӗ — инçетри ялсене, районăн тӗп больницинчен аякра лараканнисене медицина пулăшăвне парасси. Çынсен сывлăхне тӗрӗслесси те, паллах. Калăпăр, çӳлерех асăннă диспансеризаци иртни те нумай чире çийӗнчех асăрхама пулăшать. Мӗншӗн тесен ку поликлиникăсенче çӗнӗ технологисене тӗпе хурса тунă оборудовани вырнаçтарнă. Пӗр машина çинчех флюорограф та, маммограф та пур. Участок терапевчӗпе уйрăм специалистсем те çӳрени медицина пулăшăвне парассине ансатлатать. Диспансеризацин иккӗмӗш тапхăрне иртекенсемшӗн çакă пысăк çăмăллăх. Ăна пула кадрсен ыйтăвӗ те çаплах çивӗч мар пек. Кăçал мобильлӗ поликлиникăсем 9 уйăхра 83 пин çынна йышăннă республикипе. Пӗтӗмпе республикăра 5 мобильлӗ поликлиника.
Анчах кунта та коррупци валли вырăн пур иккен — пӗр районти тӗп больница мобильлӗ поликлиника валли хальхи вăхăтри оборудовани туянма уйăрнă укçапа урăх япала туяннă. Çакна асăрхаса айăплисене явап тыттарнă. (Сăнӳкерчӗк ТР Сывлăх сыхлав министерствин).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество