Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӲЛЛӖ ТЕХНОЛОГИСЕМ СЫВЛĂХА ÇӲЛЛӖ ШАЙРА ТЫТӖÇ

Республика клиника больници HIMSS* (сывлăх сыхлавӗнчи информаципе управлени тытăмӗсен сообществи, 1961 çулта йӗркеленнӗ коммерцилле мар организаци) халăхсен хушшинчи сертификацине иртни сывлăх сыхлав учрежденийӗ цифра клиникин стандарчӗсемпе ӗçленине çирӗплетет. Цифровизаци çулталăкӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ТР Сывлăх сыхлав министерствин тӗп медицина учрежденийӗнче ыттисенчен малтан модернизаци ирттернӗ. Паян HIMSS – медицинăри информатизаци пахалăхне тата медицинăри информатизаци тытăмӗсен (МИС) эффективлăхне хаклакан тӗнчери пӗртен-пӗр организаци.

Рустам Нургалиевич пулăшнипе çакăн пек тытăмри учрежденисенчен ку больница пӗрремӗш цифра клиники пулса тăнă. Медицина пулăшăвне парассипе çыхăннă процессене пурне те çӗнетсе улăштарнă. ТР сывлăх сыхлав министрӗ Руслан Садыков савăнăçлă мешехере çак пысăк проекта пӗрле ăнăçлă пурнăçланăшăн ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерствине тав тунă.                           Цифра клиники ята илес тесен Республикăн клиника больници HIMSS ыйтнин ултă шайӗпе тивӗçтермелле пулнă. Тӗнчипе паянхи куна халăхсен хушшинчи стандартпа 900 клиника аккредитаци иртнӗ. Сывлăх сыхлавне республикăра яланах пысăк тимлӗх уйăрнă. Цифровизаци çулӗнче вара уйрăмах, пысăк проект пурнăçлама тӗллев лартнă. Тухтăрсемпе пациентсем чăннипех ырă улшăнусене асăрхаччăр тенӗ. Тухтăрсен меллӗ ӗç вырăнӗ, çӗнӗ информаци тытăмӗ, инф­раструктури – кӗске вăхăтрах тӗрӗс диагноз лартса сиплеве пуçлама пур услови туса панă. Мобильлӗ приложенисем больницăран сывалса тухсан та РКБ тухтăрӗсемпе çыхăнăва тытса тăма май параççӗ. Пӗлтӗр ТР Патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министерстви оптосӳслӗ(оптоволоконный) çыхăнупа респуб­ликăри мӗнпур фельдшерпа акушер пунктне пӗрлештернӗ. 2022 çулта врачсене компью­тер техникипе тивӗçтернӗ. Çак­сем çинчен ТР патшалăх управленийӗнчи цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин каласа панă.                              Клиника Раççейри qMS информаци тытăмӗ çине куçнă. Çакă пӗтӗм медицина процесне пӗрлехи информаци уйӗ урлă йӗркелеме май парать – пациента больницăра йышăннинчен пуçласа сыватса килне ăсатичченех. Тӗслӗхрен, йăнăшпа пациента мая килмен ушкăнăн юнне яма памасть е тата тӗрӗс мар препаратсем парассинчен тытса тăрать. Мӗнле-тӗр тӗпчев ирттерессине те кая хăварттармасть, темиçе хут анализ парассине те сăнасах тăрать. Пӗр сăмахпа – çӗнӗ тытăм медицина процесне витӗр курăнмалла таса тума май парать, ун ӗçне этем пит сахал хутшăнать.                                                                                  ТР Президенчӗ, ТР Сывлăх сыхлав министерстви тата ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсемпе çыхăну минис­терстви пӗрле тăрăшса ӗçлени куçкӗрет – цифра медицинин пуласлăхӗ   РКБ ӗçченӗсемшӗн пурнăçланнă ӗмӗт пулса тăнă. Врачсене тӗрӗс сиплев палăртма пулăшакан qMS информаци тытăмӗ йăнăшсенчен тытса тăрать, анализсен, тӗпчевсен результачӗсене васкавлă пурнăçлама пулăшать. Апла пулсан пӗтӗмӗшле сиплев пахалăхне, хăрушсăрлăхне ӳстерет. Çакăн çинчен пухăннисене РКБ тӗп врачӗ Рафаэль Шавалиев каласа панă.  

Сăмах май, HIMSS сер­ти­фикацине Раççейре чи малтан МЧС тытăмӗнчи  А.М.Никифоров ячӗллӗ Пӗтӗм Раççейри экст­ренлă тата радиациллӗ медицина центрӗ иртнӗ. 

 

Татьяна ТАРАСОВА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев