Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНӖ 2024 ÇУЛА ÇӖНӖ КУРОРТРА

Мамадыш районӗнче 2023 çулхи декабрь вӗçлениччен ту çинчен йӗлтӗрпе ярăнакансен курортне туса пӗтереççӗ.

Мамадыш районӗнче 2023 çулхи декабрь вӗçлениччен ту çинчен йӗлтӗрпе ярăнакансен курортне туса пӗтереççӗ. ТР Туристсен агентствисен ассоциацийӗн президенчӗ ку обьект Тутарстанăн çак регионне туристсене илӗртекенни пулать тесе шутлать.

Мамадыш муниципаллă районӗн Ӗçтăвком ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Айнур Аглямов пӗлтернӗ тăрăх, ту çинчен йӗлтӗрпе ярăнакансен курортне тума Раççей Федерацийӗ, Тутарстан Республики тата Мамадыш муниципаллă районӗ укçа уйăраççӗ. «Экстремаллă тата хӗллехи спорт тӗсӗсен паркӗ» ят пама шутлаççӗ пулас курорта. Ăна тума 150 миллион тенкӗ укçа каять, отель тума тата ытларах – 300 миллион тенкӗ. «Хăна çуртне тума хатӗр инвестора тупрăмăр», – кăмăллăн пӗлтернӗ чиновник.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм