Сувар

Çӗнӗ Аксăвăн хастар та пултаруллă халăхӗ культура çурчӗн 55 çулхи юбилейне уявларӗ

Клуб ӗçченӗсене саламланисен йышӗнче район чăвашӗсен Наципе культура автономийӗн ертӳçийӗ Роза Чентаева та пулнă.



Яланхи пекех, клуба тулли халăх тулнă. Мӗншӗн тесен çак кун сцена çинче пурте юратакан «Шанчăк» юрă ушкăнӗ юрланă. Клуб 55 тултарнă пулсан, «Шанчăк» ансамбль йӗркеленнӗренпе вунă çул иртнӗ. Ансамбль тӗрлӗ прфессири хӗрарăмсене, тӗпрен илсен, тивӗçлӗ канăва тухнисене, пӗрлештерсе тăрать. Вӗсен пултарулăхӗнчен тӗлӗнмелли çеç юлать! Ăçтан, мӗнле çăлкуçран илеççӗ вӗсем общество ӗçне çапла хастар хутшăнма вăй-хăват?
Елена Охотникова ертсе пыракан коллектив çак кун халăх валли тӗрлӗ енчен пуян Программа хатӗрленӗ.
Клуб ӗçченӗсене саламланисен йышӗнче район чăвашӗсен Наципе культура автономийӗн ертӳçийӗ Роза Чентаева та пулнă.
ВКонтакте ушкăна та нумай тав сăмахӗ ярса панă Çӗнӗ Аксу çыннисем.
«Благодарим Охотнику Елену Геннадиевну за многолетнюю работу. Колектив живет полноценной яркой жизнью. Вы молодцы»,– çырать районти культура çурчӗн ертӳçийӗ Ольга Копонева.
«Ентешсем , сире ӑшшӑн саламлатӑп. Малашне те сумлӑ ҫитĕнӳсем тума сунатӑп...салам пурне те»,– çырать «Ял пурнăçӗ» хаçат редакцийӗнче нумай çул хушши куçаруçă пулса ӗçленӗ Лидия Чернова.
Хăйӗн ентешӗсене – «Шанчăк» ансамбльте юрлакансене Владимир Муляшкин саламласа, малашне те çитӗнӳсем сунать.
«Ял пурнăçӗ» хаçат ушкăнӗ те çак калама çук хастар хӗрсене икӗ юбилейпе саламласа, малашне те ял халăхне хăйӗн юррисемпе савăнтарма сунать.
Ирина Крюкова. Аксу районӗ

 

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: