Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çулхи уяв кунӗсен вăхăтӗнче Тутарстанри çулсем çинче 17 çын вилӗ

Çакнашкал хурлăхлă статистикăпа республикăри патшалăх автоинспекцийӗ паллаштарать.

Хусан-Оренбург трасса çинче Элмет районӗнче кăрлач уйăхăн 7-мӗшӗнче тӳрех икӗ хăрушă авари пулса иртнӗ. Кăнтăрла иртсе икӗ сехетре «КИА-па» пыракан çирӗм икӗ çулхи хӗр хирӗç пыракан «Фольксвагена» пырса тăрăннă. Аварире тăватă çын вилет, вӗсенчен чи асли 22 çулта пулнă.

Темиçе сехет иртсен çулăн çак участокӗнчех «Лада» тата «Мицубиши» пырса çапăннă. Çул-йӗр пăтăрмахӗнче пирӗн çӗршывра туса кăларнă машинан 24 çулхи водителӗ тата 18 çулхи пассажирӗ вилнӗ.

Ӗнер мар пӗр кунӗ Çырчаллинче çăмăл машина айне пулса 15 çулхи ача вилнӗ.  

Тутарстанăн Патшалăх автоинспекцийӗ водительсемпе çуран çӳрекенсене çула тухсан тимлӗ пулмаллине, çул-йӗр правилисене пăхăнмаллине аса илтерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев