Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ çулхи уявсен вăхăтӗнче Тутарстанра туристсен юхăмӗ 13% ӳснӗ

Çак вăхăт хутлăхӗнче республикăри хăна çурчӗсенче 160 пин çын çӗр каçнă, унсăр пуçне хăй тӗллӗн килсе хваттере кӗрекенсем те чылай

Туристсем кăмăллакан чи чаплă вырăнсенчен пӗри Хусан Кремлӗ – ăна 190 пин çын кӗрсе курнă, çак кăтарту иртнӗ çулхинчен 18% ытларах. Свияжск утрав-хулана 38 пин çын кайса курнă, Аслă Пăлхара 9,5 пин çын, Елабугăна 7,5 пин çын. Арск районӗнчи Çӗнӗ Кырлай ялӗнчи Кыш Бабай тата Кар Кызы резиденцийӗнче 5 пин çын пулса курнă. Элкел районӗнчи Çӗнӗ Сувар этнокомлпекс та Çӗнӗ çул уявӗсен вăхăтӗнче хăнасене йышăннă. Унта халӗ те йӗлтӗрпе, конькипе янăнма, вырăнти предприятин производствисене курса çаврăнма, чансенче çăвăнма, хăтлă çуртсенче канма пулать. 
«Туризм тата хăна йышăнас индустри» наци проектне пула Çӗнӗ çула Хусана Мускавран тата Питӗртен туристсем вӗçсе килме пултарнă. Вӗсем валли ятарласа çӗнӗ чартер рейсӗсене йӗркеленӗ. Пурӗ виçӗ рейс кăна тунă пулсан та, мӗн пур самолет тулли пулнă, пассажирсен шучӗ 972 çынна çитнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев