Çӗнӗ экспедици уçлăха çӗкленнӗ
Апрелӗн 8-мӗшӗнче 08.47 сехетре «Победа» ракета Байконурти космодромран уçлăха çӗкленнӗ.
«Союз МС-27» вӗçев карапӗн экипажӗ виçӗ çынран тăрать, командирӗ пирӗн ентеш Сергей Рыжиков.
Сергей Рыжиков пӗлтӗр те уçлăха çӗкленнӗ. Унăн миссийӗ – космосра ятарлă оборудованипе спирулина ӗрчетесси пулса тăнă. Сăмах май каласан, пирӗн ентеш халӗ пахчаçă ӗçне малалла илсе пырӗ.
12.04 сехетре «Союз МС-27» карап МКСпа сыпăннă. Космонавтсем орбитăра 245 талăк пулаççӗ. Вӗсене ăсатма, ракета çӗкленнине сăнама «Роскосмос» пуçлăхӗ Дмитрий Баканов пынă.
Космонавтсем тӗшмӗше ӗненни çинен илтме тӳр килмен, апла пулин те вӗсен те йăлисем пур иккен. Лифт патне картлашкапа хăпаракансене хыçран тапсах яраççӗ иккен. Ку йăла Сергей Королевранах тухнă пулать. Юрий Гагарин пӗрремӗш вӗçеве тухнă чух генеральнăй конструктор ăна хыçран тапнă пулать.
Космонавтсем çак вӗçеве тухма март уйăхӗ тăршшӗпех Байконурта тренировкăсем ирттернӗ. Экзаменсене ăнăçлăн тытни экипажа – Рокскосмос космонавтне Алексей Зубрицкие, NASA астронавтне Джонатан Кима (бортинженерсем) тата командирӗ Сергей Рыжикова – космоса çӗкленме май панă.
Халăхсен хушшинчи космос станцийӗнче вӗсене 72-мӗш вăрăм экспедицири ӗçтешӗсем – «Роскосмос» космонавчӗсем Алексей Овчинин, Иван Вагнер тата Кирилл Песков, NASA астронавчӗсем Дональд Петтит, Энн МакКлейн тата Николь Айерс, JAXA астронавчӗ Такуя Ониси – кӗтсе илнӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев