Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ фестивале васкăр!

«Кино», Петр Налич, Найк Борзов, Хуун Хуур Ту, Jukebox trio, Артур Исламов тата ыттисем

 «СоТворение» Халăхсен хушшинчи фестиваль Хусанта сентябрӗн 8, 9-мӗшӗсенче иртет. Çакăн çинчен пресс-конференцире Хусан муниципаллă йӗркеленӳ Ӗçтăвкомӗн Культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов каласа пачӗ.  

Йӗркелӳçӗсем фестиваль Раççейпе ытти çӗршывсем хушшинче культура кӗперӗ пуласса шанаççӗ. Тӗпрен илсен унта БРИКС çӗршывӗсем тата темиçе патшалăх кӗреççӗ. Çирӗм коллектив сцена çине тухасси паллă. Пӗрремӗш фестиваль, çавăнпа музыкантсем ытларах Раççейрен, Тутарстанран – «Кино», Петр Налич, Найк Борзов, Хуун Хуур Ту, Jukebox trio, Артур Исламов тата ыттисем – пулнинчен тӗлӗнмелле те мар. Çав вăхăтрах Мали, Инди, Бразили çӗршывӗсенчен те килеççӗ.

Фестивале хутшăнакансен музыка жанрӗ пирки пӗр енлӗн калама çук: вырăс рокӗ те пур, фолк, соул... Интереслӗ пуласси пирки иккӗленмелле мар. Кун пек фестиваль ирттерессипе Хусанăн опыт та пур. Чылай çул каялла «Сотворение мира» рок-фесиваль иртетчӗ Хусанта, унăн программи анлăччӗ, музыканчӗсем тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен килетчӗç.

«СоТворение» фстивале ирттернин тӗллевӗ  музыка турисчӗсене Хусана илӗртесси.   

Фестиваль сентябрӗн 8-мӗшӗнче 14.00 сехетре пуçланать. Концертсем Чаша умӗнче лартнă икӗ сцена çинче пырӗç, тӳлевсӗр.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль