Сувар

Çӗнӗ форма çӗнтерме пулăшаймарӗ

Асамлă кнопка çӗлесе яман зав çӗнӗ формăсем çине

Майăн 3-мӗшӗнче Хусанти «Тасма» стадионра «Сувар» тата «Урицкий» футбол командисем тӗлпулчӗç. «Суварăн» выляканӗсем çӗнӗ хӗрлӗ формăпаччӗ. Матч тăршшӗпе çумăр çурӗ. Пӗрремӗш гола «Урицкий кӗртрӗ», 10 минтуран «Сувар» ăна тавăрчӗ. Тăхтава командăсем 1:1 шутпа кайрӗç. Анчах та иккӗмӗш тайм пуçламăшӗнчех «Сувар» хапхине пенальти таптарчӗ судья. Шут 2:1 пулса тăчӗ. Тепӗртакран пирӗн тапăнакан Сунейкин иккӗмш сарă карточка илсе вăйăран тухса ӳкрӗ. Судья «Урицкий» выляканӗсен провокацине асăрхаймарӗ ахăр. Вăйă 3:1 шутпа вӗçленчӗ.

Паян, майăн 4-мӗшӗнче Хусанти «Динамо» стадионра 18:30 сехетре «ЧНКА» команди вылӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: cпорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: