Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ сăмахсем шутласа кăларакансен савăнăç: карантинятăсем тӗнчене килеççӗ

Халӗ иккен коронавируса пула кӗртнӗ самоизоляци вăхăтӗнче тӗвӗленнӗ пепкесем çуралаççӗ – карантинятăсем. Çавăнпа та медиксем иртнӗ çултипе танлаштарсан, çураласлăх кăштах ӳснине те палăртаççӗ

Тӗслӗхрен, Новосибирскра вăл 15 процента çитнӗ теççӗ. Информацине Интернетри çăлкуçсенчен илнӗ, çавăнпа та унăн тӗрӗслӗхӗ пирки шантарса калаймастпăр. Тутарстанри ЗАГС уйрăмӗнче хальлӗхе ун пек статистика кăтартăвӗсем çук тесе пӗлтерчӗç.  

Пандемия вăхăтӗнче тӗвӗленнӗ ачасене тепӗр ят та панă – корониалсем. Çӗнӗ термин шутласа кăларассипе Британи ученăйӗсем пуринчен те малта. Тӗслӗхрен, локдаун. Локдаун – Англири тӗрме жаргонӗ. Вăл уйрăм лару-тăрура тӗрмере ларакансене камерăсенчен тухма юраманнине пӗлтерет. Коронавирус тухсан çак сăмах урăх пӗлтерӗшпе çӳремме тытăннă.

Хусан ЗАГСӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев