Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ спектакль

Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Халăхсен Туслăхӗ орденлӗ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрӗн репертуарӗ Никита Бичурин çинчен калакан спектакльпе пуянланчӗ.


Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Халăхсен Туслăхӗ орденлӗ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрӗн репертуарӗ Никита Бичурин çинчен калакан спектакльпе пуянланчӗ. 


К. В. Иванов ячӗллӗ Чăваш Паташалăх академи драма театрӗн «Эп сӳннӗ чух — эс çун!» постановки çинчен (пьеса авторӗ Михаил Сунтал, режиссерӗ Наталия Сергеева) эпир çырнăччӗ. Хусанта Тутар патшалăх академи опера тата балет театрӗнчи çӗнӗ сезонри «Иакинф» (либретто Ренат Харисăн, композиторӗ Резеда Ахиярова, хореографӗ Александр Полубенцев) балет çинчен те каласа панă сире. 


«Бичурин. Молодые годы» спектакле ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ писатель, драматург Николай Сидоровăн «Çунатлă çамрăклăх» пьесине тӗпе хунă. Малтанах ăна автор чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла куçарнă. 2022 çулта регионсен хушшинчи чăвашла пьесăсен конкурсӗнче «Ачасемпе çула çитменнисем валли чи лайăх пьеса» номинацире çӗнтернӗ. Пстановкăна лартаканӗ — Пушкăртстан тата Тутарстан Республикисен искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Байрас Ибрагимов, вăла Ӗпхӳри «Нур» Тутар патшалăх театрне пуçарнă.


Никита Бичурин ятне Раççей, Раççейпе Китай туслăхӗн историне ӗмӗрсем каяллах çырса хăвармалла пек. Çак Ази çӗршывӗ çинчен ун пекех юратса, тарăннăн тӗпчесе çырнисем пит нумай-ши пирӗн? Унăн алçырăвӗсене паян кунччен ăса хывса пӗтереймрӗмӗр-тӗк, мӗн каламалли пур. Ăсчахăн пурнăçӗ тумхахлă пулнă, çӳлти патшалăха уйрăлса кайсан та шăпине пит çăмăл теме çук. Унăн ячӗ пӗр вăхăт чӗлхе çинчен каймасть, аса илмен кун иртмест. Тепӗр ăстрăм пач манăçать тейӗн, çуралнă кунне, асăну кунне сӳрӗккӗн паллă тунипех çырлахатпăр. Çакăн сăлтавне калама хӗн, тен, историри пур паллă, питӗ паллă çынсемпе çапла пулса иртет? 
Эпӗ асăрханă тăрăх Никита Бичурина пирӗн общество йывăр вхăтра аса илет, калăн, ăсчахра, унăн ӗçӗнче, пурнăçӗнче хурав шырать, пулăшу кӗтет. 
Çамрăкен театрӗн «Бичурин. Молодые годы» спектаклӗ ноябрӗн 30-мӗшӗнче пӗрремӗш хут сцена çине тухнă. Спектакле куракансем ăшшăн йышăннă, ăна пăхни çамрăксемшӗн интереслӗ, усăллă пуласса шанни çинчен калаçнă, çав вăхăтрах аслисемшӗн те интересли, халиччен пӗлменни уçăлнă. Паллах, артистсем ăста вылянине куракансем мухтанă. Пьеса авторне те ырланă — спектакль паллă çын пурнăçӗ çинчен типпӗн каласа паракан постановка мар, кашнине интереслентерме, хумхантарма пултаркан философилле ыйтусем хусакатнă.


Спектакле ЧР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Лолита Чекушкина кӗввисем илем кӳреççӗ, ТР икусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Булат Ибрагимов спектакль идейине ӳнер меслечӗсемпе куракан патне çитернӗ. ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Лариса Комиссарова спектакле «тумлантарнă», тӗрӗсрех каласан постановкăри сăнарсем пурте вăл хатӗрленӗ тумсемпе сцена çине тухнă. 


Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр