Çӗнӗ Упире çемье уявӗ ирттерчӗç
Июлӗн 8-мӗшӗнче Пӗтӗм Раççейре Çемье, юрату тата шанăçлăх кунне паллă тăваççӗ. Çемье вăл – кил, юрату тата пӗр-пӗрне чунтан парăнни. Июлӗн 7-мӗшӗнче Культура çурчӗн фойинче Çӗнӗ Упири тӗп шкул çумӗнчи «Радуга талантов» лагерьте канакансем хутшăннипе «Çемье – телей утравӗ» уявпа вăйă программи иртрӗ. Уява библиотека, культура, музей ӗçчӗнесем хăтӗрлесе ертсе пычӗç.
Уяв пуçламăшӗнче ачасем Муром хулинчи çветтуй мăшăр Петрпа Феврония пӗр кунра, пӗр сехетре меншӗн вилнине пӗлчӗç. Аслă Руçре Петрпа Феврония çемье вучахне упракансем, пӗр-пӗрне юратакансене хӳтӗлекенсем шутланнă. Праçник хăтлавпа тата çветтуйсем çинчен хывнă халаппа ылмашăнса пычӗ.
Иккӗмӗш пайра ачасем вăйăсем вылярӗç, çемьепе çыхăннă ыйтусем çине хуравсем шырарӗç. «Семь Я», «Каларăшсем», «Юратнă тăвансем», «Тупмалли юмахсем» конкурссене хутшăнчӗç. Çемье уявӗн паллине – cалтак тӳмине – хутран касса ăсталарӗç. Кашни ача чунтан тăрăшса ӗçлерӗ.
«Сувар» вулакан пур çемьене те тăнăçлăх, канлӗх, ырлăх сунатпăр. Ан манăр, çемьери канлӗх – чăн-чăн мул.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев