Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнӗ Упири Петр Васильевич Дементьев музейӗнче ачасем хăйсен вырăс чӗлхипе пӗлӗвне тӗрӗсленӗ

Тăван чӗлхе пирӗншӗн кашниншӗнех хаклă. Вăл пулăшнипе хамăр шухăшсене уççăнрах каласа пама пултаратпăр. Вăл хăйне, хăйӗн историне, хăйӗн культурине, пуринчен ытла ытти çынсене, вӗсен уйрăмлăхӗсене хисеплеме вӗрентмелли меслет пулса тăрать.

П.В.Дементьев музейӗнче «Тӗлӗнтермӗш уй» лингвистла вăйă иртрӗ

Тăван чӗлхе пирӗншӗн кашниншӗнех хаклă. Вăл пулăшнипе хамăр шухăшсене уççăнрах каласа пама пултаратпăр. Вăл хăйне, хăйӗн историне, хăйӗн культурине, пуринчен ытла ытти çынсене, вӗсен уйрăмлăхӗсене хисеплеме вӗрентмелли меслет пулса тăрать.

Пуш уйăхӗн 2-мӗшӗнче П.В.Дементьев музейӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулăн 8-мӗш класӗнче вӗренекенсем хутшăннипе вырăс чӗлхинчи япала ячӗсене тупассипе «Тӗлӗнтермӗш уй» лингвистла вăйă иртрӗ.

Пирӗн чӗлхе мӗн тери илемлӗ те пуян пулнине курас тесен, ăна лайăх пӗлмелле те. Вăйă тапхăрӗсем валли вылякансене суйларăмăр. Унтан вӗсен тавçăрулăхне кăтартмалла пулчӗ. Виçӗ тапхăр заданийӗсене тӗрӗс хуравлакансем финалта тӗл пулчӗç. Финалистăн вара супер-вăйă вылямалла пулчӗ. Сергей Кочуров çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçрӗ, çапла майпа вăл хăйне вырăс чӗлхине лайăх пӗлекен пек кăтартрӗ. 

Вăййа хутшăнакансем хăйсен пултарулăхне, тавçăрулăхне, вырăс чӗлхине пӗлнине кăтартрӗç. Чӗлхе пуян пултăр тесен кӗнеке ытларах вуламалла тесе пӗтӗмлетӳ турӗç. «Пӗр чӗлхе – пӗр ăс, икӗ чӗлхе – икӗ ăс», – тенӗ чăвашсен просветителӗ Иван Яковлев. Тăван чӗлхепе  пӗрле  вырăс чӗлхине те лайăх пӗлмелле. 

Тепрехинче вара чăваш чӗлхине пӗлекенсем вăййа хутшăнӗç. Вăйăран ачасем хаваслă кăмăл-туйăмпа саланчӗç, малашне те ăс-тăн вăййисене хутшăнма хавхаланчӗç.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ. 

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование