Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх Думи техосмотра пăрахăçламалли çинчен калакан саккуна пăхса тухӗ

Федераци канашĕн пĕрремĕш вице-спикерĕ Андрей Турчак харпăр хăй  автотранспорта техосмотр ирттермелли йĕркене пăрахăçламалли саккун проектне Патшалăх Думине кĕртнĕ.

Çак саккун проектне хатӗрленӗ çынсем автомобиль хуçи ылмашнă чух техосмотр иртмелле тăвасшăн. Енчен те автомобиль е мотоцикл тăватă çултан аслăрах пулсан. Ытти чух асăннă процедура çыннăн ирĕкĕпе пулмалла. Çак çĕнĕлĕх уйрăм çынсем валли çеç, организацисем валли мар.

Патшалăх Думин депутачĕ Рамзил Ишсарин август уйăхĕн 22-мĕшĕнче ОСАГО полисне илнĕ чух ятарласа иртмелли техосмотра пăрахăçланă саккун вăя кĕни çинчен астутарнă.

- Çак вăхăтчен патшалăх техосмотрне иртнĕ хушăра çеç полис илме май пулнă. Август уйăхĕн 22-мĕшĕнче ОСАГО полисне техосмотр иртмесен те илсе пулать, анчах та автомобиль хуçине вăл техосмотр иртмеллинчен ниепле те хăтармасть. Асăннă темăпа тавлашу нихăçан та чарăнман. Техосмотр иртмелли йĕркесене 1994 çулта йышăннă, чăннипе каласан, вĕсем тахçанах кивелнĕ ĕнтĕ. Чылай çын ОСАГО полисне тунă чух техосмотр иртнине хушма налук е тата оброк вырăнне йышăнать, – тесе палăртнă Рамзил Ишсарин.

Парламентарий «Пĕрлĕхлĕ Раççей» халăх программине сĕнÿсем пухнă чух автомобильсемпе мотоциклсене техосмотр йĕркине ансатрах тумалли ыйтусем чылай пулнине астутарнă.

«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти членĕсен пуçарăвне çул çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен правительство комиссийĕ тата ăна ертсе пыракан вице-премьер Марат Хуснуллин та ырланă.

Автор:Инга Алексеева «Урал сасси» хаçат

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев