Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНТЕРӲ ÇУЛСЕРЕН ПӖЛТЕРӖШЛӖРЕХ ТЕ ХАКЛĂРАХ

Аслă Çӗнтерӗвӗн 78 çулӗ... Шăп çакăн чухлӗ вăхăт çитрӗ Совет салтакӗсем, пирӗн хаклă ветерансем, нимӗç оккупанчӗсенчен çӗршывăмăра тасатнăранпа. Анчах фашизм çӗнӗрен пуç çӗклессе ун чух никам та шутламан пулӗ. Иккӗмӗш çул Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗ куна – майăн 9-мӗшне уйрăмах хумханса кӗтсе илетпӗр, уйрăмах хаклă та пӗлтерӗшлӗ пулса тăчӗ вăл пирӗншӗн. Мӗншӗн тесен паян ветерансен мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем çӗршыва нацизмран хӳтӗлеме çӗкленчӗç.

Каллех Раççей салтакӗ ирӗклӗхшӗн, лăпкă пурнăçшăн паттăррăн кӗрешет. Пӗр вăхăт çӗршывăмăрта Çӗнтерӳ кунне палăртма та пăрахнăччӗ. Ку мӗн патне илсе çитерме пултарнине Украина тăрăх паян аван куратпăр. Телее, Раççей çыннисен сӗрӗмленме пуçланă ăс-тăнӗ вăхăтлă тасалчӗ. Иртни паянхишӗн мӗн тери пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине çивӗчрех туйса ăнлантăмăр.

Шел те, ветерансен шучӗ çулсерен чакса пырать. Вӗсен чӗрӗ астăвăмӗ историлле тӗрӗслӗхӗн чи çирӗп аргуменчӗ. Паянхи куна Тутарстан Республикинче пурӗ 14277 ветеран шутланать. Çав шутран Аслă вăрçа хутшăннисем 172-ӗн тата 59 вăрçă инваличӗ, тепӗр 68-шӗ вăрçа кӗмен çар шутӗнче тăнă. Ленинградри блокадăна чăтса ирттернисем республикăра 95-ӗн, концлагерьсенче пулнисем 102-ӗн. Ветерансен пысăк йышӗ тыл ӗçченӗсенчен тăрать, вӗсем 10218-ăн, тепӗр 1614-шӗ тăлăх арăмсем. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтерчӗ.

Ун сăмахӗпе юлашки пилӗк çулта ветерансен шучӗ палăрмаллах чакнă. 2018 çулта пӗтӗмпе вӗсем 46381-ӗн пулнă.

Унсăр пуçне журналистсемпе тӗлпулăва ТР Премьер-министр çумӗ Лейла Фазлеева, культура министрӗн çумӗ Дамир Натфуллин, çамрăксен ӗçӗсен министр çумӗ Айгуль Сабирова, Хусан хулин Ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов, ШӖМӗн обществăлла йӗркене сыхлассипе Тутарстан Республикинчи полици пуçлăхӗн çумӗ Фяргат Мухаметзянов хутшăнчӗç. 

Лейла Фазлеева ветерансене «Ветеран çурчӗ умӗнчи парад» акци питӗ килӗшнине пӗлтерчӗ. «Çурт умӗнче концерт лартнине ветерансем  хапăл туса йышăнчӗç. Çак акцие малалла тăсма ыйтса вӗсем хăйсем власть органӗсем çине тухрӗç. Çавăнпа кил умӗнчи парада  кăçал та туса ирттерме йышăнтăмăр. Ăна пурнăçлама вӗрентӳпе çамрăксен политикин учрежденийӗсене явапланă» – терӗ Лейла Фазлеева. Паллах, «Георгиевская лента» акци те малаллах пурнăçланать. Хăюсене мероприятисем ирттернӗ вырăнсенче, патшалăх учрежденийӗсенче тата обществăлла вырăнсенче салатӗç.

Çынсем ăшшăн йышăннă акцисен шутӗнче «Флаги Победы», «Окна Победы» мероприятисем тата «Сад памяти». Ăна вăрçăра пуç хунă 27 миллион çынна халалласа йывăç лартса паллă тăваççӗ. Çак акци апрелӗн 27-мӗшӗнче иртрӗ те ӗнтӗ.

Юлашкинчен Премьер-министр çумӗ Çӗнтерӳ кунӗнче тӗрӗслевсене ăнланса йышăнма ыйтрӗ. «Тутарстансем, Хусанпа республика хăнисем, Çӗнтерӳ кунӗпе çыхăннă мероприятисене ирттернӗ чух эпир хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессине тӗп тимлӗх уйăратпăр. Тӗрӗслеме тытса чарсан çакна ăнланса йышăнма ыйтатпăр», – терӗ Лейла Фазлеева.

Хусан хулин администраци Ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн пуçлăхӗ Азат Абзалов пӗлтернӗ тăрăх, Хусанта Аслă Çӗнтерӗве халалласа 140-е яхăн мероприяти иртмелле. Вӗсем пуçланнă та ӗнтӗ. «Ку ӗçӗн тӗп задачи – çитӗнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси», – терӗ управлени пуçлăхӗ. Тӗп мероприятисенче пӗри паян, майăн 4-мӗшӗнче Çурçӗр вокзалӗ патӗнче иртет, унта «Хусан – ӗç паттăрлăхӗн хули» стеллăна уçаççӗ. 26 метр çӳллӗш стела тыл ӗçченӗсен Çӗнтерӗве хывнă тӳпине уççăн кăтартса парать.

Майăн 3-7-мӗшӗсенче Пинçуллăх тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн çарӗсен тренировкисем куракансемшӗн уççăн иртӗç. Кăçалхи марша юнармеецсем хутшăнаççӗ. Вӗсем валли ТР Раисӗ пулăшнипе ятарласа çар тумне çӗлеттернӗ. Аслă шкулсенчи çар кафедрисенче вӗренекенсене те парада явăçтараççӗ, паллах, танк училищин курсанчӗсене. Майăн 8-мӗшӗнче историлле çар техники колоннăпа хула тăрăх иртӗ. Колонна Çӗнтерӳ паркӗ, Дубравный урамӗнчи Ветерансен çурчӗ умӗнче, Советски тӳремӗнче чарăнӗ.

Майăн 9-мӗшӗнче уяв мероприятийӗсем Аслă Çӗнтерӳпе çыхăннă палăксемпе вырăнсем умне чечек кăшăлӗсем хурассинчен пуçланаççӗ те Парадпа малалла тăсăлаççӗ. Унтан «Поющая Казань» пин çынлă хор юрлать тата ытти те. Аслă Çӗнтерӗвӗн 78-çуллăхӗ 22.00 сехетре хитре салютпа вӗçленет. Тата кăçал Раççей эстрада çăлтăрӗсенчен никама та чӗнсе илмен, уяв концертне республика хăй вăйӗпех ирттерме палăртнă.


Сăнӳкерчӗксем prav.tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев