Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖНТЕРӲ КУНӖ ХУСАНТА

Аслă Çӗнтерӗве 77 çул çитнине халалласа май уйăхӗн 9-мӗшӗнче Тутарстанăн хулисенче çар парачӗсем, оркестр фестивалӗсем иртеççӗ, 1000 çынлă хор юрлать

Торжествăлла мероприяти Хусанта Архангел тата Арск масарӗсем çине, Çӗнтерӳ паркӗнчи Сӳнми çулăм, Совет салтакӗн, Тыл ӗçченӗсен, Аннесемпе тăлăх арăмсен палăкӗсем умне чечек хунинчен пуçланать. Парадăн тӗп площадки яланхи пекех Хусанăн 1000 çуллăхӗн тӳремӗ. Хусансемпе хăнасем Кремль хӗрринче вырнаçма пултараççӗ, пурне те ирхине 09.30 сехетре кӗтеççӗ. Йӗркелӳçӗсем тӳреме кӗмелли чи меллӗ вырăнсем «Кремлевская» метро станцийӗ тата Хусанти Набережная енчен пулнине калаççӗ. 

 

Çар парадне 1000 ытла çар çыннипе çар училищисен, кадет класӗсен, Юнарми курсанчӗсем тата суворовецсем хутшăнаççӗ. Ирхине 10 сехетре тӳрем тăрăх Хусан гарнизонӗн çарӗсем, легендарлă ИС тата Т-34 танксем, ретромобильсен колонни иртет.  Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова каланă тăрăх, парада Хусан хорӗ «День Победы» юрра театрализацилесе юрланипе вӗçлет.

Тӳремре çӗнӗ йышши Т-90, Т-80БВМ, БМП-3 танксен куравӗпе паллашма пулать. Çавăн пекех çар тумӗсен палатки, çар мухтавӗпе хӗç-пăшал музейӗн, ДОСААФ автомобилӗсен куравне те йӗркелеççӗ кунта.

Çӗнтерӳ паркӗнче тӗрлӗ те­матикăллă площадкăсем ку­нӗ­пех ӗçлӗç. Юнармеецсен па­рачӗ кунта 11 сехетре пуçланать, вӗсене вӗрсе каламалли инструментсен ача-пăча оркестрӗсен «Фанфары Победы» фестивалӗ ылмаштарать. 15.00 сехетре хулан пултарулăх коллективӗсен концерчӗ, 18.00 сехетре 30-40-мӗш çулсенчи ташă кӗввисем янăраççӗ. 

Пандемие пула икӗ çул онлайн мелӗпе иртнӗ «Вилӗмсӗр полк» кăçал яланхи форматпах пулать. Унта хутшăнма кăмăл пуррисене Толстой скверӗ патӗнче 13.00 сехетре кӗтеççӗ, çаплах колоннăна Хусанти федераллă университет патӗнчи Кремлевская урамра та хутшăнма пулать.  «Вилӗмсӗр полк» 15.00 сехетре пуçланать, унта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăнасси паллă. Президентшăн «Вилӗмсӗр полк» питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртмалла, мӗншӗн тесен Аслă вăрçă ун çемйинчен те пăрăнса иртмен. 

19.00 сехетре хусансемпе хăнасене каллех Хусанăн 1000 çулхи тӳремӗ кӗтет, кунта артистсемпе çамрăксен ушкăнӗсен тата «Юрлакан Хусан» 1000 çынлă хорӗн концерчӗ кӗтет.  

Яланхи йăлапа Çӗнтерӳ кунне 22.00 сехетре Казанка акваторийӗ çийӗн перекен илемлӗ салют вӗçлет. 

 

Хамăр инф.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев