Сувар

Çӗнтерӳ кунне халалланă юрă марафонӗ Мордовире пуçланчӗ

Съемкăсем самоизоляци режимӗ пуçланичченех тытăннă. Кашни регионта видео çыртармалла та вӗсене пӗрлештерсе кайран пӗр пысăк видео тăваççӗ. клип интернетра тухмалла. 

Федерацин Атăлçи округӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалланă «Пирӗн Çӗнтерӳ» юрă марафонӗ пуçланнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Юрă марафонӗ тӗрлӗ регионсенче пурăнакан юрăçсене пӗр пӗтӗм халăх ушкăнне пӗрлештерме тивӗç. Съемкăсем самоизоляци режимӗ пуçланичченех тытăннă. Кашни регионта видео çыртармалла та вӗсене пӗрлештерсе кайран пӗр пысăк видео тăваççӗ. Клип интернетра тухмалла. 

Марафон Мордови Республикинче пуçланнă. Саранскри, муниципалитетсенчи паллă коллективсем, артистсем, çамрăксен, волонтерсен, патриот организацийӗсен представителӗсем «День Победы» юрра вырăсла, мăкшăлла тата ирçе чӗлхипе юрланă. Эстафетăна вӗсем халӗ ытти регионсене панă. 

Видеороликсене регионри каналсенче, социаллă сетьсенче #песнипобедыПФО тата  #нашденьпобеды хештегсемпе тата Youtube каналта тупма пулать. 

В.Иванов сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: