Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерӳ маршне çулран çул çамрăксем йышлăрах та йышлăрах хутшăнаççӗ

Павлă районӗнче Аслă Çӗнтерӳ 77 çул тултарнине халалланă «Эпир астăватпăр» Çӗнтерӳ маршӗ иртрӗ. Вăл районта йăлана кӗнӗ темелле ӗнтӗ. Кăçал марша хутшăнакансем Павлă хулинчи «Девон» Пăр керменӗ патӗнчен старт илчӗç те Васькино-Туйраллă, Потап-Тăмпăрлă, Тутар Тăмпăрлă, Удмурт-Ташлă, Усăллă, Поповка ялӗсем урлă авточупăва тухрӗç. 

Çӗнтерӳ маршне хутшăнакансем ялсенче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе, тыл ӗçченӗсемпе тӗл пулчӗç, Çӗнтерӳ кунӗпе саламларӗç, палăксем патне чечексем хучӗç. Потап-Тăмпăрлă ял хутлăхӗн депутачӗ Владимир Будин ветерансемпе тыл ӗçченӗсене «Единая Россия» партин парнисене пачӗ, çӗршывăмăра хӳтӗленӗшӗн, ырми-канми ӗçленӗшӗн тав турӗ. Авточупу Павлăри «Ватан» паркри вăрçăра вилнисене асăнса лартнă мемориал умне чечексем хунипе вӗçленчӗ. 

Çӗнтерӳ маршне çулран çул çамрăксем йышлăрах та йышлăрах хутшăнаççӗ. Эппин Аслă Çӗнтерӗвӗн хакне, Тăван çӗршывăн шăпи хăйсен аллинче пулнине çамрăк ăру туллин ăнланать. 

 

Хамăр корр. 

Сăнӳкерчӗк Васькино-Туйраллă Культура çурчӗн. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X