Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерӳ пирӗн енче пулать!

Паян Хусана Украинăри ятарлă операцине хутшăнакан росгвардеецсен черетлӗ ушкăнӗ таврăннă. Салтаксене частьре тăванӗсем, пуçлăхсем тата ветерансемпе çамрăксен организацийӗсен активисчӗсем кӗтсе илнӗ. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăннă.

Рустам Минниханов Росгварди сотрудникӗсене лартнă çар задачисене ăнăçлă пурнăçланипе саламланă. Вăл палăртнă тăрăх, Верховнăй Главнокомандующи Владимир Путин ертсе пынипе Украинăра ятарлă операци пынă хушăра Раççей çарӗ çӗнтерӳçӗсен ăрăвӗн мухтавлă хӗсмет йăлисене тивӗçлӗн тăсса пырать.

Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă салтаксене пуçлăхсем патшалăх наградисене панă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев