Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ÇӖНТЕРӲ» ТРАКТОР ÇӖНТЕРМЕ ПУЛĂШНĂ

Савгачево шкулӗн вӗренекенӗ Владислав Степанов çамрăк изобретательсен олимпиадинче 1-мӗш вырăн йышăннă

Иртнӗ эрнере Хусанти патшалăх аграри университетӗнче ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви тата ТР Изобретательсемпе рационализаторсен обществи тӗрев панипе çамрăк изобретательсен республикăри «Манăн кӗçӗн Тăван çӗршыв» олимпиадин пӗтӗмлетӳллӗ тапхăрӗ иртрӗ.
Олимпиадăна кăçал 70 ытла ача хутшăнма кăмăл тунă, финала 54-ăн иртнӗ. Хутшăнакансем ытларах Пӗкӗлме, Мӗслӗм, Элкел, Ютаза, Актаныш, Камско-Устьински, Азнакай, Аксу, Ешӗлвар, Агрыз районӗсенчен тата Хусан хулинчен. Олимпиада сакăр номинаципе иртет: «Манăн кӗçӗн Тăван çӗршыв», «Медицина тата ветеринари», «Промышленность технологийӗсем тата робототехника», «Энергетика», «Технологисем тата вӗрентӳ», «Çыхăну тата телекоммуникацисем», «Социаллă инновацисем», «Ӳсен-тăран ӳстерессинчи инновациллӗ технологисем».

 

Шкул ачисем хăйсен аллипе мӗн кăна тума пӗлмеççӗ иккен: робототехника моделӗсене те, тракторсемпе утă çулакан хатӗрсем те, ытти тӗрлӗ ял хуçалăх техники те, вӗренмелли интерактивлă хатӗрсем те, сывлăх тӗлӗшпе хавшак çынсене реабилитаци иртме пулăшакан хатӗрсем те, çӳп-çапа пуçтарса утилизаци тумалли системăсем те... Шкул çулӗнчи ача çавăн пек ăста пулнинчен тӗлӗнсе кайăн.
Çакнашкал ăмăртусене рес­публикăри чăваш ачисем те хастар хутшăнни савăнтарать. Хутшăнаççӗ кăна мар, çӗнтереççӗ те! Ак, тӗслӗхрен, «Манăн кӗçӗн Тăван çӗршыв» олимпиадăна Аксу районӗнчи Савгачево шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Владислав Степанов хутшăнса «Промышленность технологийӗсем тата робототехника» номинацире 1-мӗш вырăн йышăнчӗ. Унăн «Çӗнтерӳ» ятлă пӗчӗк тракторне жюри питӗ пысăк хак пачӗ.
– Трактора пуçтарма атте пулăшрӗ. Кӗркунне ноябрьте пуçтарма тытăнтăмăр та март­ра ӗçе вӗçлерӗмӗр. Ятне малтанах шутласа хунăччӗ, Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине халаллас терӗм. Вӗрентекене Вячеслав Иванович Ипеева пысăк тав, – каласа парать В.Степанов.
Ку олимпиада Владиславăн пӗрремӗш мар. Акă ӗнтӗ тăватă çул тăтăш çакнашкал ăмăртусене хутшăнать вăл. Савгачево шкулӗн вӗренекенӗ «XXI ӗмӗрӗн Кулибинӗсем» олимпиадăна хутшăнса 2018 çулта 2-мӗш, 2019 çулта – 1-мӗш вырăн йышăннă, «Манăн кӗçӗн Тăван çӗршыв» олимпиадăна хутшăнса 2019 çулта – 1-мӗш, 2020 çулта – 2-мӗш, кăçал 1-мӗш вырăнсем çӗнсе илнӗ. Кăçал май уйăхӗнче иртекен «XXI ӗмӗрӗн Кулибинӗсем» олимпиадăна та хутшăнма хатӗрленет Владислав. Чăваш ачи унта та çӗнтерӳçӗ пуласси пирки иккӗленместпӗр те.
«Шкул пӗтерсен техника енӗпе Хусанти пӗр-пӗр аслă шкула вӗренме кӗрес ӗмӗт пур. Кун пирки хальлӗхе тӗплӗн шухăшламан-ха», – терӗ Владислав малалла ăçта вӗренме каясси пирки ыйтсан.
Халех çитӗнӳ хыççăн çитӗнӳ тăвакан каччăн ӗмӗчӗ пурнăçланатех, мӗншӗн тесен вăл ума лартнă тӗллеве яланах пурнăçлама хăнăхнă. Эппин пултаруллă ентешӗмӗре малашнехи пурнăçра ăнăçу сунар!
В.Степановăн харпăр
 архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев