Сувар

Çӗнтерекенсем Шупашкара хăйсен шутӗнчен çитмелле

«Çӗнӗ хум» конкурс çӗнтерӳçисемпе вӗсен вӗрентекенӗсене ноябрӗн 16-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекине (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш çурт) пӗтӗмлетӳпе чыслава килме йыхравлатпăр. Чыслав 13.00 сехетре пуçланать

Кăвар чӗреллӗ поэт Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă регионсен шайӗнчи «Çӗнӗ хум» литература пултарулăх конкурсӗ вӗçленчӗ. Вăл кăçалхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 1-мӗшӗччен пычӗ. Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутарстан Республикисен тата Ульяновскпа Самар облаçӗсен шкулӗсенче 7-11-мӗш классенче вӗренекенсем, колледжсемпе аслă шкулсен студенчӗсем хастар хутшăнчӗç. Вӗсенчен 100 ытла хайлав килчӗ. Чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер ертсе пынипе жюри çамрăк авторсен сăвви-калавне, очерк-пьесине пăхса тухрӗ, хак пачӗ.

Жюри конкурс çӗнтерӳçисене тăватă номинаципе ачасен ӳсӗмӗ тăрăх уйрăммăн палăртрӗ: «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав», «Чи лайăх очерк», «Чи лайăх пьеса».

Тăван чӗлхене юратакансене, сăмах ӳнерӗпе кăсăкланакансене, вӗрентекенсене хастар пулнăшăн тав тăватпăр, çӗнтерӳçӗсене чӗререн саламлатпăр, малашне те пултарулăх ăмăртăвӗсенче çитӗнӳсем тума сунатпăр. Конкурса хутшăннисене пурне те сертификат паратпăр, ăна Чăваш наци конгресне кӗрсе илмелле.

«Çӗнӗ хум» конкурс çӗнтерӳçисемпе вӗсен вӗрентекенӗсене ноябрӗн 16-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекине (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш çурт) пӗтӗмлетӳпе чыслава килме йыхравлатпăр.  Чыслав 13.00 сехетре пуçланать. Поэзи уявне пурне те чăваш тумӗпе килме сӗнетпӗр.

Тутарстан Республикинчен çӗнтерӳçӗсен йышне çаксем лекрӗç:

Арина Левендеева, 9-мӗш класс, Алешкин Саплăк шкулӗ, Çӗпрел районӗ, вӗрентекенӗ Надежда Васильевна Григорьева;

Дарья Мартынова, 8-мӗш класс, Аслă Аксу шкулӗ, Çӗпрел районӗ,  вӗрентекенӗ Валентина Николаевна Ярмушова;

Оксана Андреева, 10-мӗш класс, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ, Çӗпрел районӗ, вӗрентекенӗ Татьяна Михайловна Карсакова;

Мария Мынина, 1-мӗш курс, Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ, вӗрентекенӗ Светлана Васильевна Яковлева;

Анна Федорова, 8-мӗш класс, Кивӗ Саврăш шкулӗ, Аксу районӗ, вӗрентекенӗ Валентина Валентиновна Захарова.

Геронтий НИКИФОРОВ,

конкурс йӗркелекен тата жюри пайташӗ.

Реклама
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: