Сувар

Covid-19 ачасенче еплерех палăрнине эксперт каласа панă

Нурлат районӗăн тӗп больницинчи ача-пăча стационарӗн заведующийӗ Альфира Улюкаева ача коронавирусӗн тӗп симптомӗсене палăртнă

Врач сăмахӗсемпе, ачана ернӗ ковидăн симптомӗсем аслисенни пекех, анчах ачасем ăна аслисенчен çăмăлрах тӳссе ирттереççӗ. Ачасем те шăрша туйма чарăнаççӗ, вӗсен те ӳт температури ӳсет. Ытларах чухне ачасен ăшӗ ыратать,« хăсассисем килеççӗ, ку вăл абдоминальный текен синдром.

Ӳслӗкӗ ытларах чухне типӗ, çавăнпа та кирек мӗнле шăнса пăсăлсан та, врач патне каймалла, мӗншӗн тесен ачан ОРВИ е коронавирус пулнине килте ларса палăртма çук. Специалист патне каяссине тăсмалла мар.

Коронавирусăн çăмăл форми чухне ачасем килте сипленеççӗ, вӗсене участковăй врач-педиатр пăхса-тӗрӗслесе тăрать. Енчен те чир шала кайнă пулсан, ачана ДРКБна ăсатаççӗ.

Сывалнă хыççăн пӗчӗк пациентсен чылай вăхăт хушши ăшӗ ыратма, диарея пулма пултарать. Чир хыççăн кăмăл çукки, апати, çывăрса каяйманни, депресси пулма пултараççӗ. Вирус мутациленет, тӗрлӗрен штаммсем организм çине тӗрлӗрен витӗм кӳреççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: