Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӲП-ÇАП ÇУК ПУЛСАН ТА ТӲЛЕМЕЛЛЕ-И?

Эпӗ Унтакшăра, Аксу районӗнче пурăнатăп, 81 çулта, II ушкăн инваличӗ, пенсионер. Мана кашни уйăхра çӳп-çапшăн тесе 78,05 тенкӗ укçа памалли çинчен квитанци ярса параççӗ. Мӗншӗн тӳлемеллине пӗлместӗп. Пӗччен кăна пурăнатăп, туртмастăп, ӗçместӗп, 10 чăхсăр пуçне урăх выльăх çук. Тислӗк пухăнмасть, пур çӗрте те чиста. Налукне тӳлемесӗр юлмастăп. Эпӗ никампа та килӗшӳ туман, никама та тара тытман. Эппин, мӗншӗн тӳлемелле? Александр ПЕТРОВ.

Кашни çынран илӗнет

89№ Федераллă законпа («Тавралăха упрасси çинчен») килӗшӳллӗн, 2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре çӳп-çапа илсе каяссипе, тирпейлессипе çыхăннă правилăсем улшăннă. Халӗ çӳп-çапа тиесе кайни те коммуналлă услугах шутланать. Урăхла каласан, газпа, шывпа, электричествăпа усă курнипе танах. Шел те, хак унчченхи пек пурăнмалли çуртăн тăваткал метрӗнчен мар, çемьери кашни çынран илӗнет. Пирӗн регионта вăл кашни çын пуçне хулари хваттерсенче пурăнакансен –  71,95-шар, харпăр çуртра пурăнакансен шăпах  78,05-шар тенкӗ. Кунсăр пуçне ытти коммуналлă услугăсем пекех çулсерен индексациленсе пырать.

Тӳлеве пăрахăçлама пулать-и?

Шел те, çук. Пурăнмалли çурт-йӗр кодексӗн 153-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, коммуналлă услугăсемшӗн, (çав шутра çӳп-çапшăн та) вăхăтлă тӳлемелле. Енчен те хăвăр ирӗкӗрпе  çак услугăшăн тӳлеместӗр пулсан, тӳрех парăмçăсен шутне кӗретӗр. Парăм çумне тата уйăхсерен пени хушăнать. Унтан законпа пăхăннă санкцисем пуçланаççӗ. Кунта регионти операторсемпе харпăр хуçалăх килӗшӳ тунипе туманни пӗлтерӗшлех те мар – пурпӗр тӳлемелле.
2019 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен контейнерсене лартас ӗç ялсенче вырăнти ял хутлăхӗсем çине тиенет. Вăлах миçе, ăçта контейнер лартассине палăртать. Енчен те ял хутлăхӗ лартнă контейнерсем сахал е сиртен инçе пулсан, ыйтăва ял пухăвӗнче çӗклемелле.

Çӳп-çап тӳлевӗшӗн компенсаци камсене параççӗ?

 Ытти коммуналлă услугăсемшӗн парăнакан льгота çӳп-çап илсе каяссине те пырса тивет. Ку услугăшăн уйăхсерен компенсацие çак категорири граждансене параççӗ:
– I, II, III ушкăн инваличӗсене;
– Чернобыль аварине пӗтерме хутшăннисене;
– Ӗç ветеранӗсене;
– Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене, тăлăх арăмсене;
– Хӗç-пăшаллă хирӗçтăрусене хутшăннисене;
– Ленинград блокадинче пулнисене;
– Инвалид-ача пур çемьесене;
– Политика репрессийӗнче шар курнисене;
– Нумай ачаллă çемьесене (вӗсене 30% чухлӗ компенсаци).
Енчен те коммуналлă услугăсемшӗн компенсаци илсе тăратăр пулсан, тепӗр хут заявлени çырмалла мар.  Льготăна малтанах шута илеççӗ.
Енчен те льготник статусне тин кăна илнӗ пулсан, ÇКХшăн компенсаци е субсиди валли заявление нумай функциллӗ центрсене е вырăнти социаллă хӳтлӗх уйрăмне памалла.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    В суде отменили...10 дней ждем...если нет аппеляции..значит не надо платить.