Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Cпортри энтузиастсем пулсан, нимле чăрмав та хăрушă мар

Футбол вылякан ачасен дефицичӗ чи малтан кадрсен дефицичӗпе çыхăннă тесе шутлатăп. Ялсенчи тренерсен ставкисене чакарса пӗтермен пулсан, лару-тăру урăхларах пулатчӗ пуль

 Ку шухăша пире турнирăн тӗп судйи Ренат Садыков каларӗ. Ун шухăшӗпе, спорт шкулӗсемпе вăтам шкулсен шайӗсем расна. Çавăнпа та призла вырăнсемшӗн ытларах ятарласа футбола çӳрекенсем выляççӗ. Анчах 2019 çулта 3-мӗш вырăна тухнă Аслă Нагаткин командине кăçал ăнсах каймарӗ. «Бирюч» 5-мӗш вырăна кăна йышăнчӗ.

Эпир хутшăнакансем ытларах пулаççӗ тесе шутланăччӗ, анчах унта пурӗ 7 команда хутшăнчӗ. Тăхăрьялти Элшетлпе Пӳркел команда пуçтарайман, Альшихпа Мăкăр çаплипех шăп. Рункăсем Тури Лащипе пӗрлешсе çеç вăйăсене хутшăнма пултарчӗç. Футбол вылякан ачасен дефицичӗ чи малтан кадрсен дефицичӗпе çыхăннă тесе шутлатăп. Ялсенчи тренерсен ставкисене чакарса пӗтермен пулсан, лару-тăру урăхларах пулатчӗ пуль. Вырăнсенче яваплă çынсем çуккинчен никамран ыйтма та çук.

Тепӗр енчен, спортри энтузиастсем пулсан, нимле чăрмав та хăрушă мар. Ренат Садыков, ав, хальхи вăхăтра «Батырта» тренер пулса ӗçлемест пулин те, спорт ăмăртăвӗнче тӗп судья пулма хаваспах килӗшрӗ.

«Эпир çак шая çӗклерӗмӗр турнира, пирӗн ăна пăрахма юрамасть, эпир укçашăн пăвăнакан çынсем мар», – тет 55 çултан иртнисен хушшинче мини-футбол турнирӗ ирттерме ӗмӗтленекен спорт ветеранӗ.

Вӑйӑсем питӗ хӗрӳ иртрӗҫ. Аслӑ Елчӗк командинче арҫыначасемпе пӗрле пӗр хӗрача та вылярӗ – Мария Яковлева. Вăйăсем пӗтсен ăна Ирина Трифонова ятарлӑ парне парса хавхалантарчӗ.

Пӗрремӗш вырӑна Пӑва-1, иккӗмӗш вырӑна Пӑва-2, виҫҫӗмӗш вырӑна Ҫӗпрел командисем йышӑнчӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, чылай футбол командин вӑйӗсем пӗр пекчӗ. Пӗрремӗш вырӑншӑн тата 3-мӗш вырӑншӑн вӑйӑсем пенальтисемпе вӗҫленчӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев