Сувар

Çӗпрел Çырчаллинчен иртсе кайнă

Официаллă чару çук пулсан та, Тутарстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсечи ял хутлăхӗн пуçлăхӗсем çынсене Çимӗкре масар çине каймасăр ваттисене килте асăнма сӗнеççӗ.

Паян Тутарстан Республикинче коронавируспа чирлисене 53 кăна регистрациленӗ пулсан та, вырăнӗ-вырăнӗпе хăратакан цифрăсем палăркалаççӗ. 53-ран 7 çынна кăна пульницана вырттарнă, ыттисене килӗсене сипленме янă, апла-тăк вӗсен симптомсăр çăмăл формăпа иртет чирӗ. Районсемпе илес пулсан, Хусан малта, кунта 21 çынра Covid-19 инфекцине тупнă. Иккӗмӗш вырăнта яланхи пек Çырчалли мар, унта Çӗпрел районӗ. Çӗпрелӗнчен Хусана тӗрӗслеме илсе килнӗ çынсенчен 10-шӗнче çӗнӗ чире тупса палăртнă тухтăрсем. Çакнашкал чирлисене йышăнакан пульницасем умӗнче «Васкавлă пулăшу» машинисен черечӗ чакмасть. Ешӗлварта 4 çын чирленӗ. Атня районӗнче те инфекци лăпланман-ха, унтан паян 2 çынна Хусана диагнозне çирӗăплетме илсе килнӗ. Чире ертнисем пурте тенӗ пекех контактлисем.   

 Çӗпрел районӗнчи «вспышка» çак район Чăваш Республикипе чикӗллӗ пулнипе те пулса иртет пулмалла. Кӳршӗ регион территорийӗ Тутарстанăннинчен икӗ хут пӗчӗкрех пулсан та, унта хальхи вăхăтра Covid-19-па чирлисене пирӗннинчен икӗ хут ытларах регистрацилеççӗ. Чикӗсене вара хупман. Автоçулсем те уçă. Çавна пулах Чăваш Республикинче Çимӗкре çăва-масарсене пур çӗрте те хупма йышăннă.

Официаллă чару çук пулсан та, Тутарстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсечи ял хутлăхӗн пуçлăхӗсем çынсене Çимӗкре масар çине каймасăр ваттисене килте асăнма сӗнеççӗ. Çак чару ирӗксӗр тата вăхăтлăх пулнине ăнланмалла. Чир сисӗнмесӗр ерет, сиенӗ вара пӗчӗк мар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: