Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел, Нурлат, Тюлячи районӗсенче пуринчен нумайрах чирленӗ

Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пуçлăхӗ Мария Потяшина палăртнă тăрăх, республикăна инфекци ытларах Мускавран килекенсенчен сарăлать.   

Паян кăна Тутарстанра коронавирус инфекцийӗпе чирленӗ тепӗр 65 пулăм тупса палăртнă. 20 çынна больницăна ăсатнă, 45-шӗ килӗсенче сипленеççӗ. Юлашкисен чир симптомсăр иртсе пырать. 19 пулăм – республикăна илсе кӗнисем, 46-шӗ чирлисенчен ернӗ. Чирлекенсен статистики çапларах: 18 çула çитиччен – 7, 18-тан пуçласа 30 çула çитиччен – 5, 30-тан пуçласа 50 -ччен – 20, 50-ран пуçласа 60-ччен – 14, 70-тен пуçласа 80-ччен – 7, 80-ран пуçласа 90-ччен – 1. 

Хуласемпе районсенчи кăтарту: Хусан – 21, Çӗнӗ Шуçăм – 1, Елабуга – 2, Ешӗлвар – 3, Теччӗ – 2, Балтаси – 2, Саба – 2, Тукай – 1, Çырчалли – 3, Лениногорск – 1, Анат Кама – 3, Элмет – 1, Азнакай – 1, Сарман – 3, Тюлячи – 4, Чистай – 1, Çӗпрел – 4, Пӗтреç – 1, Нурлат – 4, Кукмор – 3, Пăва – 2. 

Виçӗ сывалнă çынна паян больницăран кăларнă, пӗри Хусанта, иккӗшӗ Çырчаллинче. Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн пуçлăхӗ Мария Потяшина палăртнă тăрăх, республикăна инфекци ытларах Мускавран килекенсенчен сарăлать. Covid-19 вируспа Мускавран 60 çын таврăннă. 9-шӗ Францирен, 7-шӗ Санкт-Петербургран, 5-шер çын Кубăпа Швейцарирен, 4-шӗ Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсенчен таврăннă. Пӗтӗмлетсен, пурӗ 50 çын коронавируспа ют çӗршывсенчен, 76-шӗ Раççей регионӗсенчен таврăннă.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев