Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел пенсионерӗсем Марий Эла экскурсине кайса килнӗ

Июль пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗн ялӗсенчи ветерансен канашӗсен председателӗсем пуçтарăнса Марий Элăн тӗп хулине кайса килчӗç. Нумайăшӗ ку тăрăхсенче пулса курман, çавăнпа та Çӗнӗ Шупашкарти ГЭСа пӗрремӗш хут куракансем те пулнă ветерансен хушшинче.

Йошкар-Олара çӗпрелсене Валерий Илюшкин экскурсовод кӗтсе илнӗ. Вăл хулари паллă вырăнсене кăтартнă, республикăн историйӗпе, кунта пурăнакан халăхăн кун-çулӗпе паллаштарнă. Мари Элăн шӗкӗр хулинче 280 пин çын пурăнать, унта 8 чиркӳ тата 2 мечӗт пур. Ветерансене хулан тӗрлӗ енлӗ архитектури тӗлӗнтернӗ, чылайăшӗ хитре вырăнсенче сăн ӳкерӗннӗ. Çак экскурси пурне те килӗшнӗ. Ветерансем çулçӳрев парнеленӗшӗн Çӗпрел районӗн ертӳçисене тав тăваççӗ, уйрăмах илсе кайса килнӗ автобус водительне Фанис Ракипова.

Экскурсантсен ятӗнчен Çӗнӗ Йӗлмелӗ ялӗнчи ветерансен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев