Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗ Денис Петров капитана асăнса палăк уçрӗ

Çӗпрел районӗ тепӗр сумлă ывăлӗн ырă ятне ӗмӗр асра хăварчӗ. Раççей наци гвардийӗн федераллă службин управленийӗн разведка ротин командирне, 2022 çулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă, Хăюлăх орденне тивӗçнӗ Денис Юрьевич Петров капитана асăнса сентябрӗн 1-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрелӗнчи хăй вӗреннӗ нумай профильлӗ лицейра – шкул мемориалне, тăван Кивӗ Йӗлмел ялӗнчи Культура çурчӗ умӗнче – палăк уçрӗç, тăван килӗ çине асăну хăми вырнаçтарчӗç. Мероприятие сентябрӗн 1-мӗшне палăртни ăнсăртран мар. Денис Петров пурăннă пулсан çав кун 32 тултармаллаччӗ.

Донбасс халăхне хӳтӗлесе пуç хунă паттăр ентеше халалланă мероприятисене район администрацийӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалăх Канашӗн председателӗ Ринат Гайзатуллин, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов, тӗрлӗ çар хирӗçтăрăвӗсен ветеранӗсем, педагогсем, вӗренекенсем, юнармеецсем тата Денис Петровăн ашшӗпе-амăшӗ, мăшăрӗпе ачисем, çывăх тăванӗсем, хутшăнчӗç тесе пӗлтерет«Тăван ен» район хаçачӗ.

Ывăлне асăнса шкул мемориалӗ, çурт çине асăну хăми вырнаçтарнăшăн тата ялта палăк лартнăшăн Денис Петровăн ашшӗ Юрий Петров пурне те тав тунă. Сăмах май, палăка лартас ӗçе Денис Петровăн ашшӗ-амăшӗпе тата çемйи пуçарнă.

 

– Пирӗн ывăла асăнса лартнă çак палăк çитӗнекен ăрăва Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗç пуррине пӗлсе çитӗнме пулăшасса, ентешӗпе мăнаçланасса шанатăп. Тăнăç пурнăç мӗнле черченнине, телейлӗ пурнăç мӗнле туптаннине пӗлсе ӳсӗç вӗсем. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса пуç таятпăр, вӗсен паттăрлăхӗпе мăнаçланатпăр. Пирӗн атьсем паян мăн аслашшӗсенчен çак «вахтăна» илчӗç, Тăван çӗршыв ирӗклӗхӗшӗн хăйсен пурнăçне параççӗ. Тăнăç пурнăçа упрамалла, мирлӗ тӳпешӗн кама тав тумаллине манмалла мар пирӗн, – тенӗ вăл.

Шкул мемориалӗнче Денис Петровăн сăнӳкерчӗкӗсем, наградисем, альбомӗсем харпăр япалисем упранаççӗ. Сăнӳкерчӗксем «Тăван ен» хаçатран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество