Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнче салтак амăшӗсене çитес уявпа саламларӗç

Çӗпрел районӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн ятарлă çар операцине хутшăннисен амăшӗсемпе арăмӗсене пуçтарса вӗсене чаплă лару-тăрура саламларӗç. Сăлтавӗ савăнăçлă пулин те куçулленмесӗр вăл иртмерӗ.

Мартăн 6-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн ятарлă çар операцине хутшăннисен амăшӗсемпе арăмӗсене пуçтарса вӗсене чаплă лару-тăрура саламларӗç. Сăлтавӗ савăнăçлă пулин те куçулленмесӗр вăл иртмерӗ. Анне чӗри ывăл-хӗрӗ çумра, хăрушсăрлăхра чухне кăна канлӗн тапать. Кунта вара тепӗр çеккунтра мӗн пулассине те пӗлместӗн...

Районти Культура çурчӗн залӗнче пуçтарăннисенчен 300 ытларахăшӗ мобилизациленнисемпе контрактниксен амăшӗсем пулчӗç, сахал пайӗ çеç ку çулта тӗрлӗ çитӗнӳ тунисем. Çав шутра «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» республика конкурсӗнче «Хӗрарăм анне» номинацире çӗнтернӗ Наталья Клементьева, ТР тава тивӗçлӗ учителӗ ята тивӗçнӗ Надежда Григорьева тата ыттисем пулчӗç. 

Çӗпрел район пуçлăхӗ кашнине тав туса çывхарса килекен уявпа саламларӗ. «Хаклă хӗрарăмсем, аппасем, йăмăксем, аннесем, мăшăрсем, пурсăра та уявпа саламлатăп. Сире уявлама май пулни маншăн пысăк чыс. Паян çăмăл мар сире, йывăр тием ӳкрӗ хулпуççийӗр çине. Эсир чăн-чăн паттăрсене çитӗнтернӗ. Паян пӗтӗм çӗршыв вӗсемпе мăнаçланать. Пирӗн тăнăç пурнăçшăн, çӗршыв пуласлăхӗшӗн кӗрешеççӗ. Уяв кунӗ, анчах асăнмасăр иртейместпӗр. Паян залра мăшăрне, ывăлне çухатнă аннесемпе арăмсем лараççӗ. Анчах кӗрешӳçӗсем вилмеççӗ, паттăрсем вилӗмсӗр. Пирӗн халăх, ачасем ӗмӗр вӗсене асра тытса пурăнӗç, тав тăвӗç», – терӗ Марат Гафаров. 

Саламлакансен шутӗнче «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, ТР ЧНКА Ӗçтăвком председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина пулчӗç. Вӗсем нумай ăшă сăмах каласа пурне те уявпа саламларӗç паттăрсен амăшӗсене чӗререн тав турӗç. 

Уяв концерчӗ яланхилле çӳллӗ шайра иртрӗ, ытлашши пафоссăр, чунтан. «Солнышко» ача сачӗн воспитанникӗсене зал киленсе пăхса ларчӗ. Салтак амăшӗсем куççуленсе сăнарӗç вӗсене, ахăртнех хăйсен ачисем пӗчӗк чухнехине аса илтерчӗ ку. 

Район администрацийӗн ӗçченӗсем сăмах калас вырăнне юрă-ташă парнелерӗç. Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин ансамбль шутӗнче чăвашла юрра шăрантарчӗ. Ӗçтăвком комитечӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов, социаллă ыйтусен енӗпе Ӗçтăвком комитечӗн ертӳçӗ çумӗ Айрат Залялов гитарăпа каласа юрларӗç, артистран кая  мар пӗрре те. Культура уйрăмӗн пуçлăхӗ Зульфат Сагдеев ташша ăста пулчӗ. Вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Газинур Халиуллов та юрлас енӗпе пултаруллă. 

Салтак амăшӗсен ятӗнчен Валентина Портнова тухса калаçрӗ. Вăл район пуçлăхӗсене, волонтерсене вӗсемпе пӗрле пулнăшăн, хуйха-суйха пӗрле пайланăшăн чӗререн тав турӗ. 

Питӗ те ырă, çемьери евӗр атмосферăра иртрӗ праçник. Юлашкинчен залра ларакан кашни хӗрарăма чечек çыххипе асăнмалăх парне парса чысларӗç.  

Сăнӳкерчӗксем chuprale-online.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 8 Марта