Сувар

Çӗпрел районӗнче усал вăйсене çӗнтеркен ангел палăкне уçрӗç

Туррăн асамлă хăвачӗпе пулăшу илес текен нумай çынна çлужбăна пухакан чиркӳ картишӗнче йăлтах вырăнлă, килӗшсе тăрать: çуллахи фонтан та, беседкăсем те хăтлăх кӗртсе чунра канлӗх туйăмне çуратаççӗ

Майăн 10-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Чакăри чиркӳ çумнче Михаил Архангел палăкне уçрӗç. Михаил Архангел ячӗллӗ çак чиркӳре ӗнтӗ нумай çул таврара паллă пачăшкă Олег Атте служит тăвать. Михаил Архангел православире усала хирӗç кӗрешсе Турă çарне ертсе пыракан шутланать. Çавăнпа та Çӗнтерӳ уявне халланă мешехе Кивӗ Чакăра питӗ те вырăнлă пулчӗ. Унта ТР экологипе çут çанталăк рпессурсӗсен министрӗ Александр Шадриков, Ульяновск облаçӗнчи ЧНКА Канашӗн председателӗ Олег Мустаев, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, Чӗмпӗртен, Шупашкартан, Хусантан килнӗ хăнасем хутшăнчӗç.

Олег Атте сăмахӗсемпе, Михаил Архангел тамăка кӗрсе те çынсен чунӗсене çăлма пултарать, çавăнпа чиркӳ çак çӗнтерӳ символне пысăк сум парать.

Хӗç чăмăртаса тăракан çунатлă ангел палăкне районта нумай бюст лартса ӗлкӗрнӗ Николай Кондрашкин тунă. Палăка уçас умӗн Александр Шадриков, республикăри культура министрӗ Ирада Аюпова ыйтнипе, Николай Кондрашкина ТР Культура министерствин Хисеп хутне парса чысларӗ. Çак скульптор тăрăшăвне пула Кивӗ Çӗпрелӗнче, Упире, Алешкин Саплăкра нумай хисеплӗ çынна палăксем уçăлчӗç, тата та уçасшăн.

Туррăн асамлă хăвачӗпе пулăшу илес текен нумай çынна çлужбăна пухакан чиркӳ картишӗнче йăлтах вырăнлă, килӗшсе тăрать: çуллахи фонтан та, беседкăсем те хăтлăх кӗртсе чунра канлӗх туйăмне çуратаççӗ. Халӗ ак палăк та хăйӗн вырăнне тупрӗ. Кивӗ Чакă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Олег Албутов сăмахӗсемпе, Архангел кӳлепине шăпах çак вырăнта лартасси пирки никам та иккӗленекен пулман.

Тăван Çӗршыва хӳтӗлеме Кивӗ Чакăран 163 çын тухса кайнă, 101 çын вăрçăра пуçӗсене хунă. Çӗнтерӳçӗсене халалласа лартнă çӗнӗ палăк чиркӳ таврашӗнче питӗ илемлӗн курăнса тăрать. Кунта Çӗршыва хӳтӗлекенсене халалланă музей те пур. Аслă Пăлхар патшлăхӗ вăхăтӗнчи кăралсенчен пуçласа Калашников автомачӗн макечӗ таранччен упранать.  

 Кивӗ Чакăра культура объекчӗ пултăр тесе Алешкин Саплăкри «Благодеяние» ыркăмăллăх фончӗ нумай тăрăшнă. Унта Çӗпрел районӗни хастар çынсем кӗреççӗ. Палăка лартма пулăшакансене Олег Атте тав туса шупăрсем тăхăнтартрӗ. Çак церемонире ăна УОЧНКА ертӳçи Олег Мустаев, Чăнлă районӗнчи чăваш центрӗн ертӳçи Анатолий Узиков пулăшрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: