Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк пикисем «Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» конкурс çӗнтерӳçисем пулса тăчӗç.

Кăçал «Çулталăк хӗрарăмӗн...» сумлă номинацийӗсенчен виççӗшӗнче ентешсем – чăваш пикисем çӗнтерчӗç. Пур кăмăлтан хӗпӗртерӗмӗр вӗсемшӗн. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче ӗçлекен чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Надежда Васильевна Григорьева «Хӗрарăм – культура тата ăс-хакăл» номинацире финала тухнă. Кристина Витальевна Максимова та Алешкин Саплăкранах. Вăл «Хӗрарăм-анне» номинацире наградăна тивӗçнӗ. Заинск районӗнчи Гулькино ялӗнчи «Палан» фольклор ушкăнӗн ертӳçи, ял хутлăхӗн председателӗ Светлана Демьяновна Инькова «Хӗрарăм – лидер» номинацире финала тухрӗ.   Маттур чăваш пикисене чун-чӗререн  саламлатпăр, малашне те çапла пултаруллă, ăраскаллă пулма ăнăçу сунатпăр.

М.Ш.Шаймиев хӗрарăмсене халалласа пуçарнă конкурс яланах Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ тӗлне çӗнтерӳçӗсене палăртса чыслать. Кăçал пушăн 5-мӗшӗнче эрнекун Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче иртрӗ çак чаплă мешехе.

ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин залра ларакансене саламланинчен пуçланчӗ уяв каçӗ.  ТР Президенчӗ, Правительствăпа Патшалăх Канашӗ ятӗнчен ырă сăмахсем каласа пуçларӗ вăл салама. «Пирӗн çӗршывра арçынсене Хӗрарăмсен кунӗ пек çуйлантаракан уяв урăх çук та. Çак кун эпир хамăрăн аннене, мăшăра, тăвансене, ӗçтешсене чун илемӗшӗн тав тăватпăр, вӗсен умӗнче нихăçанхинчен ырă пулма тăрăшатпăр. Çурхи уявпа саламласа ырă сăмахсем калатпăр, – терӗ вăл кăмăллăн. –Паянхи пурнăç хӗрарăмсăр пулаймӗччӗ – вӗрентӳ, экономика, сывлăх сыхлав, спорт, наука тата кил-çурт хуçалăхӗ – пур çӗрте те хӗрарăмăн тӳпи пысăк. «Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» конкурс çулран çул хӗрарăмсен  çитӗнӗвӗсем çинчен каласа парать. Ӗçре те, пурнăçра та ӗлкӗрсе пыраканскерсемпе республика мăнаçланать».
Алексей Валерьевич Тутарстана паян туслă, çирӗп çемье кирлине астутарчӗ, демографи ыйтăвӗ çав-çавах çивӗч тăрать. Республика çакна тума укçа-тенкӗ те уйăрать, ятарлă проектсем те ӗçе кӗртет. Кӗске сăмахӗнче Премьер-министр залра ларакансене сывлăх, телей сунчӗ. Патшалăх наградисене пачӗ, конкурсра çӗнтернисене саламларӗ.
Конкурс историйӗнче пин хӗрарăм хутшăннă тӗслӗхсем те пур. Çакна пăхсан хальхи конкурс пит пысăк тееймӗн – 43 муниципаллă районтан тата икӗ хуларан пӗтӗмпе те 263 заявка йышăннă йӗркелӳçӗсем. Зонăсенче иртнӗ тапхăр хыççăн 101 кандидата мала ирттернӗ.
Конкурс çӗнтерӳçӗсене 10 номинаципе хакланă. Кашни номинацире темиçе çын. «Хӗрарăм – анне», «Хӗрарăм – культура тата ăс-хакăл», «Хӗрарăм– ученăй», «Хӗрарăм – лидер», «Хӗрарăм –
бизнес-леди», «Манăн шăпа – манăн професси», «Виççӗмӗш ӳсӗмри героиня», «Хӗрарăм –
çулталăк тӗслӗхӗ», «Арçын- пархатарлă чӗре», «Арçын – ли-
дер». Конкурс учредителӗсенчен пӗри – «Тутарстан хӗрарăмӗсем» общество. Ăна нумай çул Обществăлла палата ертӳçи З.Р.Валеева ертсе пырать. Арçынсен номинацинче çӗнтерӳçе палăртма уйрăмах хумхануллă пулнине каласа пачӗ вăл. Мӗншӗн тесен номинантăн ӗçре те маттур, çынпа вашават пулмалла, хӗрарăмсемпе ачасене хӳтӗлемелле, яланах ыттисене пулăшма ăнтăлмалла. Кам вăл – ертӳçӗ-и е обществăлла ӗçчен – ку пит пӗлтерӗшлех мар, çынни паха енӗсемпе наградăна тивӗç пултăр.
Кăçал «Çулталăк хӗрарăмӗн...» сумлă номинацийӗсенчен виççӗшӗнче ентешсем – чăваш пикисем çӗнтерчӗç. Пур кăмăлтан хӗпӗртерӗмӗр вӗсемшӗн. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче ӗçлекен чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Надежда Васильевна Григорьева «Хӗрарăм – культура тата ăс-хакăл» номинацире финала тухнă. Кристина Витальевна Максимова та Алешкин Саплăкранах. Вăл «Хӗрарăм-анне» номинацире наградăна тивӗçнӗ. Заинск районӗнчи Гулькино ялӗнчи «Палан» фольклор ушкăнӗн ертӳçи, ял хутлăхӗн председателӗ Светлана Демьяновна Инькова «Хӗрарăм – лидер» номинацире финала тухрӗ.  
Маттур чăваш пикисене чун-чӗререн  саламлатпăр, малашне те çапла пултаруллă, ăраскаллă пулма ăнăçу сунатпăр.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк Çӗпрел районӗн «Тăван ен» хаçачӗн.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура