Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи патриотизм уйăхлăхне Çӗнӗ Йӗлмелӗнче уçрӗç

Январь уйăхӗн виççӗмӗш декадин пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗ районти патриотизм уйăхлăхне Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче чаплă  линейкăпа уçрӗ. Мероприятин «Есть такая профессия – Родину защищать» темине пӗр ахаль суйламан. Патриотизм уйăхлăхӗ январӗн 23-мӗшӗнчен пуçласа февралӗн 23-мӗшӗччен пӗтӗм Раççейӗпех пырать. Унăн тӗллевӗ – патриотизм ӗçне вăйлатасси.

Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗн ОБЖ вӗрентекенӗ, запасри офицер Петр Иванович Рафиков шкул линейкăна хатӗрри çинчен рапортласан, мероприятин ертӳçи, вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Екатерина Юрьевна Романова Раççей тата Тутарстан ялавӗсене илсе тухассине пӗлтерчӗ. Çак яваплă ӗçе 11-мӗш класс ачисем Артем Макаровпа Саша Ефимов чăн-чăн салтаксем пек утса тухса пурнăçларӗç. Раççей тата республика гимнӗсене пухăннисем пурте пӗрле юрларӗç.
Шкул директорӗ Владимир Александрович Мискин ачасемпе шкул хăнисене уйăхлăх пуçланнă ятпа саламланă май пурне те мероприятисене хастар хутшăнма чӗнчӗ. Директорăн ачасен воспитанийӗ енӗпе çумӗ Татьяна Карсакова каланă тăрăх, уйăхлăх мероприятийӗсен программи çӗнӗйӗлмелсен анлă: класс сехечӗсем, калаçусем, патриотизм темипе презентацисем, çар темипе юрă, сăвă, ӳкерчӗксен конкурсӗсем, физкультура тата сывлăха çирӗплетмелли мероприятисем, йӗлтӗр ăмăртăвӗ, «Юрлă десант» акци, «Зарница» вăйă, «Айтăр-ха, йӗкӗтсем!» конкурс тата паттăр ентеше Александр Шуркина асăнса кӗрешӳ турнирӗ.
Пухăннисем вăрçăсенче пуç хунă ентешсене асăнса  пӗр минут шăп тăчӗç.
Линейкăна уçса шкулпа паллаштарнă хыççăн Петр Иванович Рафиков пӗрремӗш хутри фойере «РФ Оборона министерствин аслă çар вӗрентӳ учрежденийӗсене вӗренме кӗрекенсем валли» темăпа презентаци ирттерчӗ. Пăва тата Çӗпрел çар комиссарӗн çумӗ Марсель Марсович Измайлов майор преподавательсемпе шкул ачисене аслă çар вӗрентӳ заведенийӗсенчи вӗренӗвӗн, çар службин хăйнеевӗрлӗхӗсем, çар специальноçне суйланисене мӗнле çăмăллăхсем пăхăнни пирки тӗплӗн каласа пачӗ. Малалла Пăва тата Çӗпрел çар комиссариачӗн çамрăксене çара тата призывчченхи учета илессипе уйрăмӗн ертӳçин çумӗ Мария Александровна Убанеевăпа пӗрле ыйтусем çине хуравларӗ.
Юлашкинчен Çӗпрел муниципаллă районӗн Ӗçтăвкомӗн вӗрентӳ уйрăмӗн методисчӗ Ильнур Асхатович Мавзютов районти шкулсенчи ОБЖ вӗрентекенӗсемпе семинар ирттерчӗ. Унта Тăван çӗршывăн хӳтӗлевçисен кунне халалланă патриотизм уйăхлăхне, Тăван çӗршывăн Аслă Çӗнтерӗвӗн 77 çуллăхне мӗнле ирттерессине сӳтсе яврӗç. Район шайӗнчи уйăхлăха вӗçлекен линейка Алешкин Саплăк шкулӗнче пулӗ.

Геннадий КАРСАКОВ,
отставкăри аслă лейтенант.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: патриотизм