Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, халăх ансамблӗн пултăклă ертӳçи – Людмила Сердцева!

Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ.  Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ. 

 

Пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне ашшӗ: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ яланах

Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗн мухтавлă çынни, пултаруллă юрăçи, тӗрлӗ енлӗ талантлă вӗрентекенӗ, чăваш наци культурине упрас тата аталантарас, çамрăк яш-кӗрӗме çӗршывшăн, чăвашлăхшăн, пуласлăхшăн тăрăшма вӗрентес ӗçре ырми-канми тăрăшакан, «Хӗлхем» халăх фольклор ушкăнӗн тата «Çăлкуç» ушкăнӗн ертӳçи Людмила Петровна Сердцева августăн 4-мӗшӗнче хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ. 

 Людмила Петровна 1957 çулта Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар Шăхаль ялӗнче учительсен çемйинче çуралнă. Унăн ашшӗпе амăшӗ, Пётр Ивановичпа Нина Ивановна Сетнеровсем, иккӗшӗ те Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкулта ӗçленӗ. Петр Иванович географипе истори вӗрентнӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Мускаври Çӗнтерӳ парадне те хутшăннă. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă. Тӳрленми суранне пула 1978 çулта вилсе кайнă.

Юрра-кӗвве ăста çемье

Амăшӗ, Нина Ивановна, çак шкултах кӗçӗн классен вӗрентекенӗ тата лаборантка пулса ӗçленӗ. Сетнеровсем 5 ача çуратса ӳстернӗ. Люся, ăна ача чухне çапла чӗннӗ, çемьере чи кӗçӗнни, чи юратни пулнă. 

– Пирӗн çемье çав тери юрра-кӗвве ăстаччӗ. Атте, тетесемпе аппа –  пурте музыка инструменчӗсемпе калатчӗç. Ăçтан пулнă вӗсен çав пултарулăх? Ăна калама пултараймастăп. Атте гитара калама юрататчӗ. Аслă аппа, Олимпиада, тăмра калатчӗ. Чăваш кӗввисем çав тери илемлӗ тухатчӗç. Ун хыççăнхи тете, Анатолий, гитарăпа калама ăстаччӗ. Тепӗр тете, Валерий, балалайкăпа выляма маçтăрччӗ. Эпӗ те пӗчӗклех вӗсенчен балалайкăпа выляма вӗрентӗм. Хӗлӗхсене савăнсах пăнтăртаттараттăм. Юрлама та питӗ юрататтăм, – аса илет Людмила Петровна. 

Пӗчӗк чухнех тăрăшуллă, маттур, правур, хастар пулнă вăл. Пур ӗçе те вăхăтра та тӗплӗ ӗçлеме юратнипе палăрса тăнă. Ахальтен мар пӗр-пӗр ӗç тумалла е ăçта та пулсан каймалла чухне Пётр Иванович: «Люсьăна ярăр, вăл кайсан веçех пулать», – тенӗ. 

 Шкулта питӗ тăрăшса вӗреннӗ, нумай вуланă, тӗрлӗ уявсемпе концертсене хастар хутшăннă. Ачаранах унăн кӗçӗн классен вӗрентекенӗ пуласси килнӗ. Анчах та юрă-кӗвӗ тӗнчи ытларах илӗртнӗ пулмалла. Шкулпа сывпуллашсан Людмила Чӗмпӗр хулинчи культурăпа çутӗç училищине вӗренме кӗнӗ. Кунта пианинăпа баян калама вӗреннӗ. Училище хыççăн хăйсен ялӗнчи Культура çурчӗн илемлӗх ертӳçинче ӗçлеме пуçланă. Клубра ӗçленӗ вăхăтрах хăй вӗреннӗ шкултах музыка урокӗсене те илсе пынă. «Спектакльсем лартаттăмăр, юрă-ташăпа савăнтараттăмăр. Хамăр пултарулăхпа кӳршӗ ялти çынсене те паллаштараттăмăр. Агитбригада йышӗнче колхоз хирӗнче ӗçлекенсене тӗнчери хыпарсемпе паллаштарма доклад вулама нумай çӳренӗ, концертсем лартнă. Пӗр сăмахпа каласан, тулли те кăсăк пурнăçпа пурăнма тăрăшнă», – аса илет çамрăк чухнехи пурнăçа Людмила Петровна.

Аппăшӗн ачине пăхса ӳстернӗ

1976 çулта аслă аппăшӗ Олимпиада сарăмсăр вилсе каять. Аслă ывăлӗ Слава 3 çулта, кӗçӗнни Саша 5 уйăхра тăлăха тăрса юлаççӗ. Аслă ывăлне йыснăшӗ хăйӗн тăван çӗршывне, Пушкăртстан тăрăхне, пурăнма илсе каять. Кӗçӗннине Людмила Петровна, 19 тултарнă хӗр, усрава илет.  

Анчах та йыснăшӗ те нумаях пурăнаймасть, çулталăк çурăран вилсе каять. Славăна вара кукамăшӗ пăхса ӳстерет.

1977 çулта Люся Турхан Упи каччине Анатолий Иванович Сердцева  качча тухать. Пӗчӗк Сашăна та йышăнать Анатолий Иванович, хăйӗн ывăлӗ пекех пăхса ӳстерет. Туслă çемьере ӳссе çитӗнет Саша, шкул хыççăн Пӗкӗлме хулинчи пӗр техникумра вӗренсе алла специальность илет, Тольятти хулинче ӗçе вырнаçса çемье çавăрать. Халӗ унăн хăйӗн те икӗ ача ӗнтӗ.

Шăпа Людмила Петровнăна маттур та пултаруллă мăшăр парнеленӗ. Анатолий Иванович Упири вăтам шкулта учитель, директор, районти çутӗç пайӗн пуçлăхӗ, колхоз ертӳçи пулса ӗçленӗ (шел, 2006 çулта çемье пуçлăхӗ сарăмсăр вилсе кайнă). Çапла ăшă та ырă кăмăллă мăшăрӗпе вӗсем пӗр-пӗрне хисеплесе, чунтан юратса, çур сăмахран ӑнланса пурӑннӑ. Ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ. Виçӗ тӗпренчӗкне ӑса вӗрентсе çитӗнтерсе çӗршыва юрӑхлӑ çын тунӑ. Сергей ывăлӗ тăван килтех çемье çавăрса пурăнать. Унăн та 3 ача ӗнтӗ. Наташа хӗрӗ ашшӗпе амăшӗ çулӗпех кайнă. Малтан Теччӗри педагогика училищинчен, кайран Чăваш патшалăх университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнă. Упири вăтам шкулта кӗçӗн классен вӗрентекенӗ, директор çумӗ пулса ӗçлерӗ. Пултарулăхӗпе тăрăшулăхне кура Наталья Анатольевнăна Упи вăтам шкулӗн директорӗн  ӗçне те шанса пачӗç. Вăл та 3 ача амăшӗ ӗнтӗ. 

Сумлă учительсенчен пӗри

45 çул ӗнтӗ такăрлатать шкулпа кил хушшинче выртакан сукмака Упи ялӗнче пурăнакан Людмила Петровна. Сумлă учительсенчен пӗри Упири вăтам шкулта кӗçӗн классене вӗрентет, музыка урокӗсене илсе пырать. Хусанти культура институтне пӗтернисӗр пуçне куçăн мар майпа педагога та вӗреннӗ.

Уроксене тӗрлӗ енлӗ ирттерме тăрăшать, пӗри тепринчен интереслӗрех, вăйă выляттарать –  мӗн вӗреннине ачасем лайăхрах астуса юлаççӗ. Сасă хăпартмасăрах çирӗп ыйтма пӗлет, хавхалантарать, мухтаса та илет. Тӗрлӗ сăвă-калавсене çав тери илемлӗ вулать, ăна татах та татах итлес килет ачасен. Ӳкерме, çыхма, çӗлеме, тӗрлеме, юрлама, ташлама – мӗн кăна тума вӗрентмест пуль Людмила Петровна! Урокра кирлӗ пулсан юрă та юрласа илеççӗ ачасем. Экскурсисене, походсене каяççӗ – курманнине кураççӗ, пӗлменнине пӗлеççӗ. Пӗчӗк шăпăрлансене пӗр-пӗрне хисеплеме, туслă пурăнма вӗрентет. 

Хальхи вăхăтра учителӗн ачана вӗрентнипе çеç çырлахмалла мар-çке-ха. Кружок ертсе пымалла, шăпăрлана тӗрлӗ конференцие, конкурса, олимпиадăна хутшăнмашкăн хатӗрлемелле… Çак ӗçе те тӗплӗ туса пырать вӗрентекен. Пултаруллă çын пӗрре те ахаль лармасть. Ялан шыравра, тӗрлӗ конкурссене ачасене хутшăнтарса хавхалантарса тăрать. Унăн вӗренекенӗсем чăваш чӗлхине юратса вӗренни сисӗнет. Пӗчӗкрен вӗренекенсене чӑваш культурине те явӑçтарма тăрăшать. Уйрӑмах – арçын ачасене. 15 çул каялла Упири вăтам шкулта «Çăлкуç» ача-пăча фольклор ушкăнӗ йӗркелесе янă. 

Çулсем иртсе пыраççӗ, пирӗн шкулти артистсен шучӗ Людмила Петровна тăрăшнипе çӗнелсех пырать. Пӗчӗк ялти ӳссе пыракан талантсене музыкăна явăçтарас тесе ырми-канми тăрăшать вӗрентекен. Людмила Петровнăн ӗç пӳлӗмӗнче кунӗпех ачасем хӗвӗшеççӗ. Пӗрисем юрлаççӗ, теприсем балалайкăпа калама вӗренеççӗ, виççӗмӗшӗсем кашăксемпе шакăртаттарса илемлӗ кӗвӗ кăлараççӗ. Пӗр ачана та санăн сассу çук, санран нимӗн те пулмасть тесе хăваласа ямасть. Сцена çинче хăвна мӗнле тытмаллине, сасса илемлӗрех кăлармаллине те ăнлантарать. Вăл ертсе пынипе ачасем социаллă проектсене, форумсене, акцисене хутшăнаççӗ. «Çăлкуç» ушкăнăн çитӗнӗвӗсем курăмлă: районта тата республика шайӗнче иртекен пултарулăх конкурсӗсенче, фестивальсенче яланах малти вырăнсене йышăнаççӗ. 

– Ăçта кăна çитсе курмарăмăр пуль эпир? Мӗнле кăна Хисеп хучӗсем, парнесем илмерӗмӗр пулӗ çак 15 çул хушшинче. «Салават купере», «Эпир пӗрле» тата ытти нумай  фестивальте пулни нихăçан та ачасен асӗнчен тухмасть. Чи пысăк парне 3 çул каялла пулчӗ. Эпир Гран-при çӗнсе илтӗмӗр. «Артек» кану лагерьне кайма сертификат пачӗç. Мӗн тери савăнчӗç ачасем, анчах та укçа-тенкӗпе çыхăннине пула-и, тен, урăхла сăлтавсене пула, пире унта ямарӗç. Анапа хулинчи пӗр лагерьте пулса курчӗç ачасем. Кăçал та пирӗн ушкăншăн çав тери тухăçлă çул пулчӗ. Эпир «Созвездие-Йолдызлык» фестивале хутшăнса, пӗтӗм тапхăрта çӗнтерсе пырса Хусанти «Пирамида» сцени çине тухма пултартăмăр. 3-мӗш вырăн çӗнсе илтӗмӗр. Мӗн тери пысăк çӗнтерӳ пулчӗ ку ачасемшӗн, – тесе каласа парать Людмила Петровна.

 

Телей – пултарулăхра

 

Çынра пултарулăх çăлкуçӗ тапса тăрать пулсан – вăл телейлӗ. Ялан шыравра, ӗçре, пултарулăх анинче пирӗн мухтавлă ентеш, ӗçтеш, çывăх юлташ. Людмила Петровнăн пултарулăхӗ пирки пӗр статьяра çырса пӗтерме те çук…

 (Вӗçӗ 7-мӗш стр.).

 (Вӗçӗ. Пуçл. 6-мӗш стр.).

2012 çулхи октябрьте Çӗпрел районӗнчи тӗрлӗ ялсенчи тивӗçлӗ канури юрра ăста çынсене пуçтарса «Хӗлхем» фольклор ушкăнӗ йӗркелесе ячӗ Людмила Сердцева. 

– Çак ушкăна йӗркелеме «Балкыш» («Сияние») фестиваль пулăшрӗ. Кашни районтах пулнă иккен кун пек ушкăнсем, анчах пирӗн районтан çак фестивале хутшăнма нимӗнле фольклор ушкăнӗ те пулман. Ку фестивале тивӗçлӗ канăва тухнисем анчах хутшăнма пултарнă. Мана вара пуçлăхсем кӗске вăхăт хушшинче фольклор ушкăнӗ йӗркелесе яма ыйтрӗç. Эпир çав çулах фестивале хутшăнса лауреат пулса тăтăмăр. Çавăн хыççăн кашни çулах «Балкыш» çӗнтерӳçисем эпир, – кăмăллăн йăл кулать Людмила Петровна. 

10 çул каялла йӗркеленнӗ ансамбльте 15 çын. Вӗсем – несӗлӗмӗрсем авалтанпа тытса пынӑ пур уява та çӗнӗрен чӗртсе тӑратакансем, халӑх патне çитерекенсем. Районти, республикăри, Пӗтӗм чăвашсен Акатуйӗсенче, Уявра хăйсен пултарулăхне тивӗçлипе кăтартса миçе диплом çӗнсе илнин шучӗ те çук. Районти пӗр уяв та вӗсемсӗр иртмест. Хусан хулинчен килекен чаплă хăнасене кӗтсе илмелле-и, пуçлăхсене чыс, хисеп тумалла-и? Каллех «Хӗлхем» артисчӗсем илем кӳреççӗ Çӗпрел çӗрне. «Хӗлхеме» «Халăх фольклор ушкăнӗ» ята пани те пысăк сум. Артистсен çи-пуçне, хӗрарăмсен капăр эрешӗсене, тухйи-хушпăвӗсене Анат Чакăри Олег атте илсе панă. Унăн сăваплă ӗçӗ чăннипех те пысăк хисепе тивӗçлӗ.

– Пирӗн коллектив питӗ туслă. Пӗрле пуçтарăнсан малашнехи ӗçсене палăртса хуратпăр, çӗнӗ юрăсем вӗренетпӗр. Юррисене те хăйсемех тупса килеççӗ «Хӗлхем» хӗрӗсем. «Акă çак юрра вӗренер-ха, юрласа пăхар-ха», – теççӗ. Юлашки çулсенче эпир пӗр-пӗрин юбилейӗсене те пӗрле пуçтарăнса уявлама тытăнтăмăр. Кам 55 çулне паллă тăвать. 60, 65, 70 çулхи юбилейсене те пӗрле пухăнса савăнатпăр. Ку йăлана пăрахас марччӗ, – тет Людмила Сердцева.

Илем кӳрекен, кăмăл çӗклекен

Чунне парса ӗçленӗшӗн пултаруллă вӗрентекене, шăпчăк сассиллӗ юрăçа 1995 çулта «Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ята панă. Çӗпрел район администрацийӗн, вӗрентӳ, культура уйрăмӗсен, Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗсемпе чысланă. Тӗрлӗ дипломсемпе тав çырăвӗсен шучӗ те çук. Медальтен те пуян Людмила Петровна. Пӗрремӗш ылтăн медале Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Союзри халăх пултарулăхӗн пӗрремӗш фестивалӗнче илме тивӗçлӗ пулнă. Нумаях пулмасть «Çӗпрел районне 90 çул», «ТАССра 100 çул» медальсемпе чысларӗç. Çак наградăсене Тутарстан Республикин социаллă-экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, регионта пурăнакансене ăс-хакăлпа патриотизм енӗпе воспитани панăшăн, культурăри пысăк çитӗнӳсемшӗн тивӗçеççӗ. 

Аллинче тӗрлӗ инструмент вылянса кăна тăракан, пӗр самантра йӗс шăнкăравлă сасăпа юрласа ыттисен пурнăçне илем кӳрекен, ырă сăмахсемпе хавхалантарса çынсен кăмалне çӗклеме пӗлекен çын вăл Людмила Петровна. Çавăнпа ăна ачасем юратаççӗ, вӗсен ашшӗ-амăшӗсемпе ӗçтешӗсем хисеплеççӗ. Ентешӗмӗре малашне те кулленхи пурнăçра та, ӗçре те, пултарулăхра та ăнăçу, пысăк çитӗнӳсем сунатпăр. 

Надежда СЕРДЦЕВА, 

Упири вăтам шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенӗ.

Çӗпрел районӗ.

Л.Сердцева архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана

2
X