Сувар

Çӗпрелӗнче Сабантуй – Акатуй. Пӗрле пулсан пуянрах!

Çӗпрелсем пултараççӗ. Июнӗн 12-13-мӗшӗсенче кунта пӗрин хыççăн тепри Сабантуйпа Акатуй иртрӗç. Халăх уявӗсем иккӗшӗ те ака ӗçӗсем вӗçленнипе çыхăннă. Юрать ку тӗле ӗçсем чăнах та вӗçленнӗ. Çанталăк йӗпе-сапаллă, сивӗ тăнипе кăçалхи ака-суха ытти çулхипе танлаштарсан вăхăтран каярах пурнăçланса пычӗ. Ял хуçалăх эксперчӗсен прогнозӗсем кăна тӗрӗсе килсе тухăçӗ ăнса пултăрччӗ  ӗнтӗ. Акатуй июнӗн 13-мӗшӗнче ытти çулти пекех Çӗнӗ Упире иртрӗ. Уяв Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсемпе ветеранӗсене халалланă палăк умне чечек хунипе пуçланчӗ. Çак хушăра Акатуй лапамӗнчен илтӗнекен чăваш юрри часрах унта çитме хавхалантарчӗ. Ăçта ан пăх – пур çӗрте те хушпу-тухьяллă, тӗрӗллӗ кӗпеллӗ хӗр-хӗрарăм утать. Пурте савăнăçлă та тулли кăмăллă. Хăнасене «Çӗпрел», «Хӗлхем» вырăнти халăх ансамблӗсем кӗтсе илчӗç. Яланхи пек Шупашкартан ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварпа» Суварята» ташă ушкăнӗсем килнӗ. Вӗсен çулăмлă ташшисем Акатуя уйрăмах пуянлатрӗç.

Çӗпрелсем пултараççӗ. Июнӗн 12-13-мӗшӗсенче кунта пӗрин хыççăн тепри Сабантуйпа Акатуй иртрӗç. Халăх уявӗсем иккӗшӗ те ака ӗçӗсем вӗçленнипе çыхăннă. Юрать ку тӗле ӗçсем чăнах та вӗçленнӗ. Çанталăк йӗпе-сапаллă, сивӗ тăнипе кăçалхи ака-суха ытти çулхипе танлаштарсан вăхăтран каярах пурнăçланса пычӗ. Ял хуçалăх эксперчӗсен прогнозӗсем кăна тӗрӗсе килсе тухăçӗ ăнса пултăрччӗ  ӗнтӗ.

Сабантуй районта пурăнакансемпе хăнасене ирех уяв шăв-шавӗпе кӗтсе илчӗ. Ачасем валли выляса савăнма лартнă батутсем тӗрлӗ тӗспе таçтан аякран курăнса илӗртеççӗ. Симӗс курăк çинче вара единорогсем канлӗн уçăлса çӳреççӗ. Понисемпе лашасене юмахри чӗрчун пек капăрлатса ярăнма илӗртеççӗ ӗнтӗ ачасене. Юратакан ашшӗ-амăшӗ укçине шеллемест вара – тӗпренчӗкӗн савăнса пултăр. Суту-илӳ палаткисем тем тăршшӗ лартса тухнă. Хăш-пӗри Сабантуя юриех пасарта çӳреме килчӗ пуль çак кун. Кашни  палатка патӗнче çын кӗшӗлтетет, сутлаша-сутлаша хăйне кирлине туянать. Вăй виçес текенсем хăйсене спорт ăмăртăвӗсенче тӗрӗслеме пултарчӗç. Ял колоритне «тутанса» курас текенсем савăнсах ял хутлăхӗсен кил-çурчӗсем тăрăх çӳрерӗç. Кунта кашни хăнана хапăл туса кӗтсе илсе чейпе те сăрапа кăна мар вӗри апатпа хăналарӗç. Сабантуй пулсан та  чăваш ял хутлăхӗсен кил-картишӗсем нумайччӗ. Чăвашсем хăйсен юрри-ташшипе, тӗрӗллӗ чаплă тумӗпе Сабантуя пуянлатрӗç кăна. Эпир Алешкин-Саплăк, Кивӗ Чакă, Аслă Аксу, Хулаçырми, Матак ял хутлăхӗсен çурчӗсене кӗрсе куртăмăр. Темине кура çуртсене хăйевӗр капăрлатнă. Саплăксен утарçă, кивчакăсен сунарçă ӗçӗпе паллаштарчӗç. Капла пурте кил-çурта чăваш стильне тӗпе хурса пуçтарнă.

Сабантуй театрализациленӗ чаплă прологпа – юрă-ташăран пуçласа кӳлнӗ лашасем таран кăтартнипе пуçланчӗ. Мероприятие район пуçлăхӗ Марат Гафаров уçрӗ. Чӗннӗ хаклă хăнасен шутӗнче РФ Федераллă Пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Максим Топилин, Росимуществăн Тутарстанпа Ульяновск облаçӗнчи регионсен хушшинчи территорилле управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов тата ыттисем пулчӗç. Кашни пуçтарăннă халăха уявпа саламласа ырлăх-сывлăх, телей, тăнăç пурнăç сунчӗ. Çакăн хыççăн ӗçре палăрнисене – ял хуçалăхра, культурăра, вӗрентӳре, обществăлла ӗçре, спортра тата ытти сферăра пысăк кăтарту тунисене Хисеп хучӗсемпе тата хаклă парнесемпе чысларӗç. Награждени церемонийӗ сехете яхăнах тăсăлчӗ пулӗ. Ку ӗнтӗ Çӗпрелӗнче маттур та пултаруллă халăх пурăннине кăтартса пачӗ. Награда илнисен хушшинче чăвашсем те йышлă пулни савăнтарчӗ. Аслă Аксу ял хутлăхӗн Ӗçтăвком секретарӗ Светлана Айкина Максим Топилин депутатăн Тав хутне, «Чистополье Рассвет Агро» тулли мар яваплăхлă обществăн тракторист-машинисчӗ Петр Архипов, П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн тракторист-машинисчӗ Сергей Горбунов, «АгроТрансПорт» тулли мар яваплăхлă обществăн механизаторӗ Николай Матюшин  ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин Хисеп хутне тивӗçрӗç. Ака ӗçӗнчи ăмăртура палăрнисен шутӗнче «Рассвет-Агро» обществăн механизаторӗ Алексей Маняков, Владимир Митрофанов пулчӗç. Çӗпрел районӗн 90 çуллăхӗн медалӗпе «Дрожжаноеагрохимсервис» ӗçченне Николай Иванова, «Государев амбарăн» ертӳçӗ специалистне Наталья Казакована, çак организацирех ӗçлекен Любовь Купцовапа Лариса Акимована, П.В.Дементьев ячӗллӗ хуçалăх ӗçченӗсене Петр Макаровпа Николай Фадеева, «Рассвет Агро Дрожжаное» трактористне Николай Мокшина чысларӗç. Районăн социаллă экономика аталанăвне харпăр тӳпе кӗртнисен ячӗсене вара Хисеп хăми çине кăларма йышăннă. Çак чи пысăк хисепе Çӗпрелӗнчи тӗп больницăра медсестра пулса ӗçлекен Галина Каргина, «Агрофирма 1» доярки Ираида Моисеева, Хурăнвар Шăхаль шкулӗн вӗрентекенӗ Людмила Угинова, «Прогресс» организацин инженерӗ Александр Храмов, социаллă сфера ӗçченӗ Галина Хубахова тивӗçрӗç. Саламлатпăр пурне те!

Мероприятин офицаллă пайӗ хыççăн спортпа кану программи пуçланчӗ. Ăçта кăмăл туртать çавăнта хутшăнма пултарчӗç Сабантуя килнисем. Паллах Сабантуйăн тӗп ăмăртăвӗ вăл – кӗрешӳ. Батыр ятне илни чыслă та сумлă. 70, 80, 90 тата ытларах та виçе категорийӗсенче ăмăртрӗç Çӗпрел паттăрӗсем.

Акатуй июнӗн 13-мӗшӗнче ытти çулти пекех Çӗнӗ Упире иртрӗ. Уяв Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсемпе ветеранӗсене халалланă палăк умне чечек хунипе пуçланчӗ. Çак хушăра Акатуй лапамӗнчен илтӗнекен чăваш юрри часрах унта çитме хавхалантарчӗ. Ăçта ан пăх – пур çӗрте те хушпу-тухьяллă, тӗрӗллӗ кӗпеллӗ хӗр-хӗрарăм утать. Пурте савăнăçлă та тулли кăмăллă. Хăнасене «Çӗпрел», «Хӗлхем» вырăнти халăх ансамблӗсем кӗтсе илчӗç. Яланхи пек Шупашкартан ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан  «Суварпа» Суварята» ташă ушкăнӗсем килнӗ. Вӗсен çулăмлă ташшисем Акатуя уйрăмах пуянлатрӗç. Çӗпрелӗнчи Акатуйăн ырă ячӗ регионсен хушшинче те аван сарăлнă. Кӳршисене саламлама Чăваш Республикинчен Хӗрлӗ Чутай, Патăрьел, Шăмăршă районӗсен пуçлăх çумӗсем килсе çитнӗччӗ, паллах Ульяновск облаçӗнчен. Иккӗмӗш çул ӗнтӗ Çӗпрел Акатуйне хăйне чăваш тесе калакан «Созвездие – Йолдызлык» фестивалӗн учредителӗпе директорӗ Дмитрий Туманов килсе çӳрет. Асра юлма тесе кашни саманта вăл фотокамерăпа ӳкерсе илет.

Реклама

– Питӗ килӗшет мана çак праçник, чунпа канатăп. Кунта çав тери ырă, хăйне евӗр кăмăллă халăх пурăнать. Малалла та Акатуй пурăнтăр, ирттӗр. Наци уявӗсен пӗлтерӗшӗ пысăк, вӗсем тăнăç та туслă пурнăçăн символӗсем,  – терӗ вăл хăйӗн саламлă сăмахӗнче. 

Акатуй карталанса утнипе тата уявăн ялавне çӗкленипе пуçланчӗ. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров саламлă сăмаха пӗтӗмпех чăвашла каларӗ. Иккӗмӗш çул ӗнтӗ вăл чăвашсене вӗсен тăван чӗлхипе саламлать. Питӗ килӗшет çакă халăха. 

Тухса калаçакансем, тӗрлӗ награда паракансем йышлăн пулчӗç. Акатуй программинче спорт ăмăртăвӗсемсӗр пуçне «Акатуй пики» конкурс, тӗрлӗ вăйăсем иртрӗ, чăваш ял хутлăхӗсен çурчӗсем ӗçлерӗç, суту-илӳ пычӗ. Тӗплӗнрех кун пирки «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пулать.   
 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сергей Трифонов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: