Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрелӗнче Сабантуй – Акатуй. Пӗрле пулсан пуянрах!

Июнӗн 12-13-мӗшӗсенче кунта пӗрин хыççăн тепри Сабантуйпа Акатуй иртрӗç. Халăх уявӗсем иккӗшӗ те ака ӗçӗсем вӗçленнипе çыхăннă. Юрать ку тӗле ӗçсем чăнах та вӗçленнӗ. Çанталăк йӗпе-сапаллă, сивӗ тăнипе кăçалхи ака-суха ытти çулхипе танлаштарсан вăхăтран каярах пурнăçланса пычӗ. Ял хуçалăх эксперчӗсен прогнозӗсем кăна тӗрӗсе килсе тухăçӗ ăнса пултăрччӗ  ӗнтӗ.

Акатуй июнӗн 13-мӗшӗнче ытти çулти пекех Çӗнӗ Упире иртрӗ. Уяв Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсемпе ветеранӗсене халалланă палăк умне чечек хунипе пуçланчӗ. Çак хушăра Акатуй лапамӗнчен илтӗнекен чăваш юрри часрах унта çитме хавхалантарчӗ. Ăçта ан пăх – пур çӗрте те хушпу-тухьяллă, тӗрӗллӗ кӗпеллӗ хӗр-хӗрарăм утать. Пурте савăнăçлă та тулли кăмăллă. Хăнасене «Çӗпрел», «Хӗлхем» вырăнти халăх ансамблӗсем кӗтсе илчӗç. Яланхи пек Шупашкартан ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Суварпа» Суварята» ташă ушкăнӗсем килнӗ. Вӗсен ташшисем Акатуя уйрăмах пуянлатрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев