Сувар

г. Казань

Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖПӖРТЕ ТЕ ЧĂВАШ ЧӖЛХИ ЯНĂРАТЬ

Красноярск тăрăхӗнчи йăхташăмăрсем тӗрлӗ мероприяти ирттереççӗ

Красноярск крайӗнче пурăнакан чăвашсем Чăваш чӗлхи кунне тата çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 174 çул çитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗç. 

 

Пирвайхи мероприяти Лесосибирск хулинче пулчӗ: унта Красноярск крайӗнчи ЧНКА апрелӗн 13-мӗшӗнче Чăваш чӗлхи кунне йӗркелесе ирттерчӗ. Асăннă хулара пурăнакансемшӗн вăл чăн-чăн уяв пулчӗ, мӗншӗн тесен чăвашсемпе çыхăннă çакăн пек анлă мероприяти кунта халиччен нихăçан та иртмен. Пухăннисем пуян та капăр чăваш тумӗпе, тӗрӗçӗсен калама çук илемлӗ ӗçӗсемпе, чăваш халăхӗн культурипе паллашрӗç, юрăсем итлерӗç. 

Палăртса хăвармалла: Лесосибирск тăрăхӗ талантлă çынсемпе пуян. Уйрăмах Елена Дмитриева ертсе пыракан вырăнти «Çăлкуç» ансамблӗн юррисем пурин кăмăлне кайрӗç, куракансем артистсемпе пӗрле хăйсем те юрларӗç. Чăваш писательсен союзӗн пайташӗ, çакăнта пурăнакан поэтесса Любовь Дидух тăван çӗршыв çинчен çырнă хăйӗн сăввисене вуласа пухăннисен куççульне те кăларчӗ. Пуçтарăннисем чăваш апат-çимӗçӗн куравӗпе те кăмăлтан паллашрӗç, регионти ЧНКАна çакăн пек чаплă уяв туса панăшăн чӗререн тав турӗç, малашне те тӗлпулусем йӗркелеме ыйтрӗç. 

Апрелӗн 17-мӗшӗнче вара Красноярск крайӗнчи 20 му­ни­ципаллă йӗркеленӳре пу­рăнакан чăвашсем регионăн тӗп хулинче – Красноярскра – пуçтарăнчӗç. Мероприятие хут­шăнакансем И.Я.Яковлевăн пурнăçӗпе тата ӗçӗ-хӗлӗпе, чăваш литературин, ал ӗçӗсемпе картинăсен куравӗпе паллашрӗç, чăвашла сăвă калакансен конкурсне хутшăнчӗç, тăхăр халăх представителӗсем хутшăннă кон­церта курчӗç. 

Апрелӗн 19-мӗшӗнче Ачинск районӗнчи Малиновка ялӗнче чăваш йăлин музейӗнче тӗлпулу иртрӗ. Унта шкул ачисемпе ветерансем хутшăнчӗç. Красноярск крайӗнчи ЧНКА хастар пайташӗ Валентина Сурменева пухăннисене музейри экспонатсемпе паллаштарчӗ, И.Я.Яковлев тата чăвашсен ытти паллă çыннисем пирки каласа пачӗ. Ку мероприяти те юрă-кӗвӗсӗр пулмарӗ, Любовь Иванова ертсе пыракан «Хӗлхем» вокал ансамблӗ юрă­семпе савăнтарчӗ.

 

Геннадий ХРАМОВ,

Красноярск крайӗнчи 

ЧНКА президенчӗ.  

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев