Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗр ӗçченӗсем çураки ӗçӗсене пуçланă

Республикăри çӗр ӗçченӗсем çуракине тухнă. Хирсенче нумай çул ӳсекен курăксене, кӗрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарас ӗçсем пыраççӗ.

Республикăри çӗр ӗçченӗсем çуракине тухнă. Хирсенче нумай çул ӳсекен курăксене, кӗрхи культурăсене минераллă удобренисемпе апатлантарас ӗçсем пыраççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби. 


Кӗрхи культурăсене 527 пин гектар çинче, нумай çул ӳсекен курăксене 350 пин гектар çинче апатлантармалла. Паянхи кун тӗлне 19 пин гектар çинчи кӗрхи культурăсене, 27 пин гектар çинчи курăксене удобрени сапнă. 


Актаныш, Апас, Пăва, Çӳлту, Лайăш тата Ютаза районӗсенче хирсене сӳрелеме пуçланă.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство