Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖР ÇИНЧЕ КАМ ӖÇЛӖ?

ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗн çумӗ Марсель Махмутов çак кунсенче «Татар-информра» журналистсемпе тӗл пулсан Тутарстанăн 43 муниципаллă районӗн ял хуçалăх комплексӗнче 845 специалист çитменнине пӗлтернӗ

Республикăра ял хуçалăх специалисчӗсене хатӗрлекен аслă шкулăн выпускникӗсенчен ытларах пайӗ яла таврăнмасть, ялпа çыхăнтарасшăн мар вӗсем хăйсен пурнăçне. Çак сăлтавпах юлашки виçӗ çулта ял хуçалăхне 9 проценчӗ кăна ӗçе​ вырнаçнă, çав вăхăтра пенси çулне çитнисен шучӗ 4 процента ӳснӗ.
Ял хуçалăх профессийӗсен сумне ӳстерес, специалистсене яла илӗртес тесе министерство ятарлă ӗç те илсе пырать. Вӗсенчен пӗри – аслă шкулсенче тӗллевлӗн вӗрентесси.
Тутарстан çапла майпа кадрсен ыйтăвне татса пама шутлать. Проекта 40 регион представителӗ хутшăнасса шанаççӗ. Ку енӗпе çӗршыври профильлӗ 47 аслă шкулпа тачă çыхăнса ӗçлеççӗ. Хальхи вăхăтра ӗç паракан 34 организацирен заявка килнӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев