Çӗр лаптăкӗ вырăнне укçа параççӗ

Пушкăртстан тӗслӗхне Тутарстанра та усă курсан юратчӗ
«Урал сасси» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, Пушкăрстан Республикин пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесем çӗр лаптăкӗ ввырăнне укçа илме пултараççӗ. Радий Хабиров каланă тăрăх‚ çакă альтернативăллă вариант шутланать. Çынсем хăйсем тĕллĕн укçа е çĕр лаптăкĕ суйласа илме пултараççĕ.
- Асăннă йышăну çăмăл килмерĕ. Çак ыйтăва татса парас тесе çулталăкĕпе ĕçлерĕмĕр. Эпир нумай ачаллă çемьесене альтернативăллă вариант сĕнетпĕр. Малашне нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Мĕншĕн эпир çакăн пек йышăну турăмăр? Чăн малтан‚ вăл çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли чи хăвăрт пулăшу пулса тăрать. Çакна та палăртса хăвармалла‚ асăннă укçа-тенкĕпе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма е çĕр участокĕ çеç туянма пулать. Тепĕр енчен‚ бюджетри укçана шутларăмăр. Эпир сăмах панине тытăпăр. Анчах палăртнине пурнăçа кĕртме чылай вăхăт иртĕ. Мĕншĕн тесен çĕр лаптăкĕсене коммуникаципе çыхăнтарма‚ вĕсенче инфраструктура йĕркелеме нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Эпир нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă уй-хирсене пăхса çаврăнтăмăр. Вĕсенче пĕр-икĕ çурт çеç ларать. Территорийĕсене ĕçе кĕртмен. Чылай çемье çурт хăпартма укçа-тенкĕ çитереймест. Çĕр лаптăкне тивĕçсен те вĕсем унта çурт хăпартаймаççĕ. Çавăнпа эпир çакăн пек йышăну турăмăр‚ – тесе палăртнă Радий Хабиров.
Канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун çĕр лаптăкне илме республикăра 16 пине яхăн çемье черетре тăрать.
Ирида НОВИКОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа
-
2 июля 2022 - 12:11«Самокат» чăвашла кино пулать Шупашкарта ачасем валли чăвашла илемлӗ фильм ӳкерме тытăннине хыпарлаççӗ вырăнти массăллă хыпар хатӗрӗсем. Кино «Самокат» ятлă. Тӗп герой – 10-ри хула ачи. Вăл самокатне çухатать. Ачан юратнă транспортне шырама мӗнпур тăванӗ тухать. Кинори ӗç-пуç çав самокат тавра çаврăнать те.2100
-
2 июля 2022 - 10:00Çӗнӗ кӗпепе концерт илемлӗрех Элкел районӗнчи Пурисел ялӗн Культура çурчӗ «Наследие Нарспи» конкурсăн гранчӗпе тахçантанпа ӗмӗтленнӗ оборудовани туяннă. Сцена костюмне халӗ хăйсем çӗлеççӗ.3800
-
2 июля 2022 - 07:16Чăваш кӗнекине ӗне çимен, çимест те Чăваш наци библиотекинче Чăваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Чăваш кӗнекине чыслакан уява пӗлтӗр çӗртме уйăхӗнче пуçласа ирттертӗмӗр. Ăнăçлă пуçланса кайнă куна кăçал та кӗнеке тусӗсемпе, вулавăш тата Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчӗн ӗçченӗсемпе пӗрле палăртрăмăр.4700
-
1 июля 2022 - 13:13На YouTube канале «БуНиБу» размещено новое видео Новый подкаст «Шулай язган» про любовь и отношения.11000
-
7 июня 2022 - 17:22Профилактика
-
Эсир статистикăна шанатри? Медиксем пӗлтернӗ тăрăх, коронавирус чирӗпе ăнăçлă кӗрешеççӗ
-
10 июня 2022 - 09:40Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗПăва районӗнчи Çӗнӗ Мертлӗ ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ те унта пурăнакан Константин Алексеевич АНДРЕЕВ июнӗн 5-мӗшӗнче 75 çул тултарчӗ.63900
-
3 июня 2022 - 12:21Хисеплӗ Дмитрий Анатольевич, эпир сире республикăра пурăнакан мӗнпур чăваш ятӗнчен çуралнă кунпа саламласа ăнăçу сунатпăрИюнӗн 3-мӗшӗнче хисеплӗ çыннăмăр, чăваш халăхӗн сумлă та пултаруллă ывăлӗ, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ, Хусанти çу комбиначӗн генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Анатольевич САМАРЕНКИН çуралнă кунне паллă тăвать.83000
-
20 мая 2022 - 11:46Михаил Тимофеевич ЮРКИНА 75 çул тултарнă ятпаПăва районӗнчи Кӗçӗн Пӳркел ялӗнче пурăнакан Михаил Тимофеевич ЮРКИНА майăн 20-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!123000
-
29 июня 2022 - 10:15Сиктӗрмене сăпка илсе пырăр Тӗлӗнмелле ятлă ял – ун пекки пирӗн пӗрре кăна. Сиктӗрмепе пӗтӗм тӗнчене литература корифейӗ Петӗр Хусанкай паллаштарчӗ. Яла юратса çырнă унăн сăввисене нумайăшӗ пăхмасăр каланă. Çапла Сиктӗрме пирӗншӗн чăваш литературин сăпки евӗрех. Уяв умӗн хăнасене кӗтекен ял илемленсе чечекленет.47200
-
30 июня 2022 - 09:57Уява курма кӳршӗ регионсен пуçлăхӗсем тата Зюганов килсе çитмелле Чăваш Республикикн Пуçлăхӗсӗр Олег Николаевсăр пуçне, Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Андрей Русскиха тата Марий Эл Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçалакан Юрий Зайцева кӗтеççӗ хăнана43902
-
30 июня 2022 - 06:28Кăçалхи Уявăн сайчӗ те пур 2022 çулхи Уява нихçанхинчен лайăхрах хатӗрленеççӗ. Аксу е Нурлат районӗпе танлаштарсан, Элкел тăрăхӗнче чăвашсем сахалтарах пулнипе ăна хатӗрлесе ирттерме вырăссемпе тутарсем те пулăшаççӗ.37100
© ТАТМЕДИА. Все материалы, размещенные на сайте, защищены законом.
Перепечатка, воспроизведение и распространение в любом объеме информации,
размещенной на сайте, возможна только с письменного согласия редакций СМИ.
При поддержке Республиканского агентства по печати и массовым коммуникациям «ТАТМЕДИА».
Наименование СМИ: «Сувар»
№ свидетельства о регистрации СМИ, дата: ЭЛ № ФС 77 - 67940 от 06.12.2016
выдано Федеральной службой по надзору в сфере связи,
информационных технологий и массовых коммуникаций
ФИО главного редактора: Трифонова Ирина Федоровна
Адрес редакции: 420066, а/я 64, г. Казань, ул. Декабристов, д. 2
Телефон редакции: (843) 518-33-75; E-mail: suvar@mail.ru
Политика о персональных данных
Антикоррупционная политика