Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ÇӖРШЫВ ЙЫВĂРЛĂХА ЛЕКСЕН…

Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул

1941 çулта фашистла Германи СССР çине тапăнсан кӗске вăхăтрах çӗршывăн пысăк территорине ярса илсе çӗршер хулапа яла аркатса тăкнă. Тăшман Мускав патне çывхарса пынă. «Барбаросса» планӗпе вӗсен Атăл юханшывӗ патне çитсе Чулхула, Чӗмпӗр тата Сарăту хулисене тытса илмелле пулнă. Çакна шута илсе октябрӗн 13-мӗшӗнче СССР Патшалăх Хӳтӗлев Комитечӗ (ГКО СССР) Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тумалли çинчен ятарлă Постановлени йышăннă.

Проект тăрăх 350 километр тăршшӗ тăсăлакан хӳтӗлев сооруженине Тутар, Мари тата Чăваш автономилле республикисенче тумалла пулнă.  Хусана хӳтӗлемелли чикке хула тавра çурма ункă пек вырнаçтарма палăртнă. Вăл Чăваш республикинчи Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Покровки салинчен пуçланса Вăрмар районӗ урлă каçса Тутар республикинчи Кайпăç тата Апас районӗсем урлă Куйбышев хули патне çитмелле пулнă. Хӳтӗлев сооруженине тума пурӗ 10 çар-уй строительстви йӗркеленӗ:  Тутар республикинче 5, Чăваш республикинче 3, Мари республикинче 2.
«Хусан çурма ункине» тума Хусан, Апас, Кайпăç, Пăва, Теччӗ тата  юнашарти ытти район çыннисене явăçтарма палăртнă – планпа пăхнă тăрăх пурӗ 281900 çын.
СССР Патшалăх Хӳтӗлев Комитечӗ йышăннă Постановленине пурнăçа кӗртес тӗллевпе Чăваш АССРӗн Халăх комиссарӗсен канашӗ (Совнарком ЧАССР) тата Коммунистсен партийӗн Чăваш обкомӗн бюровӗ ятарлă йышăну çирӗплетнӗ. Унта хӳтӗлев чиккисене тума октябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçламаллине палăртнă. Ӗçлеме çирӗп сывлăхлă 17 çултан аслăрах çынсене явăçтарма сӗннӗ. Ку ӗçре 171450 çынна, 10810 лашана явăçтарма,  кустăрмаллă 226  тата гусеницăллă 77  тракторпа, 5 экскаваторпа усă курма палăртнă. Ӗçлекенсен хӗллехи ăшă тумтир тăхăнмалли, кашнинех кӗреçе, 5 çын пуçне 1 пуртă, 20 çын пуçне 1 лум, 10 çын пуçне 1 наçилкка пулмалли çинчен асăрхаттарнă. Документра палăртнă тăрăх халăха пурăнма çывăхри ялсенчи кил-çуртсенче, бараксенче вырнаçтармалла, вырăн çитмесен çӗрпӳртсем тумалла,  колхозсен шучӗпе апат çитермелле, ăна пӗçермелли вырăнсем йӗркелемелле. Кашни ӗçлекенӗн улăштарса тăхăнмалли кӗпе-йӗм, алса тулӗпе алсиш, пит шăлли, апат çимелли кашăк, турилккепе хуран пулмалла тенӗ.
Окоп чавма янă çынсене ӗç бригадисене пӗрлештернӗ, вӗсен йышӗ вăтамран 50 çынран тăнă. Ӗçлекенсем хушшинче ăмăрту йӗркеленӗ, малта пыраканнисене чыслама куçса çӳрекен Хӗрлӗ Ялав çирӗплетнӗ. Ыттисене ырă тӗслӗх кăтартакан участоксене, бригадăсене, звеносемпе уйрăм çынсене хавхалантармалли тытăмпа та анлăн усă курнă. Ӗçлекенсем валли политикăпа информаци, культура мероприятийӗсем ирттерме палăртнă.
Хӳтӗлев чикки тăвас ӗç пӗр канмалли кунсăр пынă (хăш-пӗр район пайӗсенче ӗçре малта пыракансене черетпе кашни 10 кунтан пӗрер канмалли кун панă – çав кун вӗсем киле кайса мунча кӗрсе тасалма, кӗпе-йӗме улăштарса тăхăнма пултарнă).
Ӗçлеме çав тери йывăр пулнă – октябрьте вӗçӗмсӗр çумăр лӳшкенӗ,  ноябрьте çанталăк хăвăрт сивӗтсе янă. Хăш-пӗр кунсенче сывлăш температури 40 градусран та аяларах анса кайнă. Анчах та ӗç пӗр куна та чарăнман. Çӗр шăнса ларни ӗçе кал-кал тума чăрмантарнă, ăна лумпа е пуртăпа катма тивнӗ. Хăш-пӗр çӗрте ӗç вӗçленес умӗн чавнă вырăнсене ирччен шăнасран улăм е юр витсе хӳтӗленӗ, шăннă çӗре кăвайт чӗртсе ирӗлтернӗ. Çынсем вăйсăрланса пынă, вӗсем сивӗпе тата выçăпа аптранă. Юр-вар çитменнипе яваплă колхозсем апат çитерес ӗçе япăх туса пынă, хăш-пӗр çӗрте пачах пулăшма та пăрахнă. Çавна пула чылай çын çумне тӗрлӗ чир-чӗр çыпăçа пуçланă, ӗçлекенсене уйрăмах ӳпкепе пыр, алă-ура, пилӗк, шăмă чирӗсем аптратнă.
Хăш-пӗр уй-хир строительство пайӗсенче пурнăçа лайăх пӗлекен бригадирсем пулнă. Вӗсем тăрăшнипе окоп чавакансене çитерме кашни кунах кăнтăрлана вӗри апат пӗçернӗ (ирхи тата каçхи апата ӗçлекенсем, тӗпрен илсен, хăйсем пурăннă çӗрте çинӗ), ӗçме яланах вӗри шыв тытнă, тумтирсене тата алсишсене типӗтмелли майсем туса панă, хуçăлнă  кӗреçе, пуртă тата наçилкка аврисене улăштарма, мăкалнă кӗреçесене  хăйрама ятарлă çынсене çирӗплетнӗ. Шартлама сивӗ кунсенче тăм илесрен пит-куçа сӗрме хур тата кăвакал çăвӗсемпе усă курнă. Юнашар ялта пурăнакан ӗçченсене, уйрăмах çамрăксене, каçсерен тăван киле кайма ирӗк панă (вӗсен ирхине ӗç пуçланиччен каялла килмелле пулнă). Кун пек бригадăсем ӗçе хăвăртрах тума пултарнă, палăртнă ӗç планне яланах пурнăçласа пынă, ӗç йӗркине пăсакансем пулман. Анчах та кун пек бригадирсем сахал пулнă.
Окоп чавакансен хушшинче ытларах хӗрарăмсем, салтака илсе кайман аслăрах çулти арçынсем тата çамрăксем пулнă. Ӗçлекенсем çитменнипе кӗçех 15-16 çулти яшсемпе хӗрсене те ӗçе явăçтарма пуçланă, хăш-пӗр çӗрте чирленӗ амăшӗсем вырăнне 13-14 çулти каччăсемпе хӗрсем те лумпа тата пуртăпа катнă шăннă çӗре кӗреçепе ывăтнă. Каламасăрах паллă – вӗсене çав тери йывăр килнӗ. Çамрăксен ал тупанӗсем мозольсемпе тулса ларнă, чӗркуççийӗсем сивӗпе шыçа пуçланă, йывăр йăтнипе пилӗкӗсем чиксе ыратнă. Ӗç кунӗ 10-12 сехете тăсăлнă. Ӗç дисциплини çав тери çирӗп пулнă, кашни кун тумалли плана, тем пек сивӗ пулсан та, пурнăçламалла пулнă. Малтанхи вăхăтра ӗçлекенсене çиме кунне пӗрер кило çăкăр панă пулсан каярахпа вăл 800 грамм таран чакнă. Вырăнта пурăнакан ял халăхӗ вӗсем патне пурăнма вырнаçнă çынсене мӗн те пулин çитерме тăрăшнă, анчах та апачӗ хăйсене те çитмен.
Декабрьте Хӗрлӗ Çар нимӗç тăшманӗсене аркатма пуçланă, фашистсен Мускав хули патӗнчен чакма тивнӗ. Окоп чавакансен кăмăлӗ çӗкленнӗ, ӗçе татах та тăрăшарах тума пуçланă. Çӗнӗ 1942 çул çывхарса пынă. Çав-çавах хӳтӗлев чиккисене тумалли ӗç малаллах пынă.
СССР Патшалăх Хӳтӗлев Комитечӗн директивинче палăртнă тăрăх, Сăр хӳтӗлев чиккине 1942 çулхи январӗн 20-мӗшӗнче, Хусан хӳтӗлев чиккине январӗн 25-мӗшӗнче пысăк пахалăхпа палăртнă вăхăтра туса пӗтернӗ.
Ӗçлекенсем виçӗ уйăх хушшинче пурӗ 380 километр тăршшӗ хӳтӗлев чикки тунă. Çавăн чухне 4897 пин кубла метр çӗр кăларнă, 2347 пемелли вырăн (ДОТпа ДЗОТ), 1970 çӗрпӳрт хăпартса лартнă. Вӗсене тунă ӗçе кашни кун 85 пине яхăн çын хутшăннă, хăш-пӗр кун вӗсен шучӗ 110 пине те çитнӗ.
Тăшман Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисем патне çитеймен, анчах та чăваш халăхӗ тунă ӗçӗн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк. Ку ӗçре çынсен чунӗсем туптаннă, вӗсем çирӗпленнӗ, çамрăк ачасем ир аталаннă, пурнăç мӗнлерех пулма пултарнине пӗлсе ӳснӗ. Çамрăк ăру йывăрлăхсене çӗнтерме вӗреннӗ, кулленхи пурнăçра та, ӗçре те пӗр-пӗрне пулăшма хăнăхнă. Çамрăксем чăн-чăн патриотсем, çӗршыва пӗтӗм чунран юратакансем пулса ӳснӗ, енчен те тăван халăх умне тӗрлӗ хӗн-хур тухса тăрсан вӗсем пӗр çын пек кар тăрса ăна хӳтӗлеме хатӗр пулнă. Окоп чавнă вăхăт, йывăр тапхăр – çамрăксемшӗн хăйнеевӗрлӗ çав тери пысăк пӗлтерӗшлӗ пурнăç университечӗ пулнă.
1941 – 1942 çулсенче Чăваш çӗрӗ çинче хӳтӗлев чикки тунă ӗç – чăваш халăхӗн чăн-чăн паттăрлăхне кăтартакан пулăм. Çавна шута илсе Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тăвакансен ӗç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе йышăннă. Куславкка районӗнче, Чулхула – Хусан трасса çумӗнче, ӗç паттăрӗсене халалласа федераци пӗлтерӗшлӗ палăк тума палăртнă. Сӗнтӗрвăрри, Куславкка, Хӗрлӗ Чутай, Çӗмӗрле, Улатăр, Етӗрне районӗсенче те кӗçех палăксем уçăлмалла. Кун пек палăксем хальччен Вăрмар районӗнчи Чупай ялӗнче, Тăвай районӗнчи Тăвай салинче, Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Октярьски тата Карапаш ял тăрăхӗсен чиккинче лартнă пулнă. Сăр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитнине халалласа ятарлă медаль те кăларма палăртнă.

Михаил КРАСНОВ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев