Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çу хута Тутарстанра иккӗмӗш хут вăрмансене кӗме чараççӗ

Республикăри Вăрман хуçалăх министерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, шăрăх çанталăка пула çывăхри виçӗ эрнене Тутарстанри вăрмансене кӗме чараççӗ.

ТР Министрсен Кабинечӗ ятарлă Постановлени йышăннă, ăна республикăри право информацийӗн порталӗнче пичетлӗç. Çакнашкал чарăва ку çулла иккӗмӗш хут кӗртеççӗ. Пӗрремӗш чарăва июлӗн 8-мӗшӗнче 21 куна кӗртнӗччӗ.

ТР Правительствин Постановленийӗ тăрăх, августăн 9-мӗшӗнчен пуçласа Элмет, Арск, Павлă, Пăлхар, Пӗкӗлме, Елабуга, Заинск, Ешӗлвар, Кайпăç, Приволжски тата ытти вăрманлăхсене çынсен кӗме юрамасть. Чару вăхăтне 21 куна кӗртнӗ. Шăрăх çанталăк малалла та тăсăлсан чарăва тата та тăсма пултараççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

2
X