Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çу вăрри хăйӗн айăпне йышăннă

Интереслӗ, ун чухлӗ çупа мӗн тăвасшăн пулнă-ши вăл? Ӗмӗтсӗрлӗх е чăн та çу питӗ юратнă-ши?

2023 çулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнче Нурлат район сучӗ маларах пӗрре мар айăпланнă К. гражданин тӗлӗшпе пуçарнă ӗçе пăхса тухнă. 


2023 çулхи январӗн 6-мӗшӗнче К. гражданин, маларах РФ Право нормисене пăснин кодексӗн 7.27-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе çыхăннă административлă явап тытнăскер, вырăнти апат-çимӗç лавккине кӗнӗ те куртки ăшне пытарса 6 пачка услам çу вăрласа тухнă. Ку сахал пек туйăннă пулас ăна, çав мелпех тата 3 пачка вăрланă. 


К. гражданин судра хăйӗн айăпне йышăннă, лавккана кӳнӗ тăкака — 1200 ытларах тенке — тӳлесе татнă. Маларах пӗр хутчен çеç мар судпа айăпланнăскере РФ Уголовнăй кодексӗн 158.1-мӗш статйипе айăпланă, 6 уйăх тӗрӗслев вăхăчӗ палăртса 6 уйăха условно ирӗкрен хăтармалла тунă. Приговорпа килӗшмесӗр жалоба паман, çавăнпа та вăл законлă вăя кӗнӗ.


Интереслӗ, ун чухлӗ çупа мӗн тăвасшăн пулнă-ши вăл? Ӗмӗтсӗрлӗх е чăн та çу питӗ юратнă-ши? 


Ольга МАКСИМОВА,


Нурлат районӗ сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев